Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ыратăвĕ

26 сентября 2017 г.

Чунăмра канлĕ мар, аптăранă енне алла ручка тытрăм. Манăн чĕреме мĕн пăшăрхантарать-ха? Асатте-асаннесен вăхăтĕнче кашни ялта тенĕ пекех чиркỹсем пулнă. Асанкасси ялĕ районта чи пысăк ялсенчен пĕри шутланать, апла пулин те манăн тăван ялăмра чиркỹ çук. Мана çак пулăм питĕ пăшăрхантарать.

Александр Озеровпа Комсомольски чиркĕвĕнчи Алексий атте вăхăтĕнче пирĕн ялта пулас чиркỹ вырăнне пăхса, палăртса та хăварнăччĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем иккĕшĕ те кунта мар, çавна май сăваплă ĕç те пусăрăнса ларчĕ. Çак çырăва эпĕ хам ятпа кăна мар, ял халăхĕн ячĕпе те çыратăп. Ял-йышсем "Чиркỹ тума пуçласан ăна хăпартма, хута яма пур енлĕн пулăшăпăр" теççĕ. Çапла, çамрăк чухне ĕненỹ пирки шутламастпăр, унăн витĕмĕ çинчен те манатпăр. Ватлăх ку-нĕсем вара ирĕксĕрех шухăшлама хистеççĕ. Эпĕ ĕнтĕ ватă çын, тен, чиркỹ хута кайнине кураймăп та, анчах та çамрăк ăру Турă хушнă пек пурăнсан пурнăç ырăрах та аванрах пулнă пулĕччĕ. "Тумламран кỹлĕ пулать", - тенĕ шур сухалсем. Апла пулсан, сăваплă ĕçе кар! тăрса пуçăнсан нивушлĕ пултараймăпăр ăна вĕçлеме?

Анна РОМАНОВА.

Асанкасси ялĕ.

Николай КАРПОВ,

Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Чиркỹ тăвасси - чи сăваплă ĕçсенчен пĕри. Çав вăхăтрах ăна хута яма укçи-тенкĕ çителĕклĕ пулмалла. Халăх ыйтнă май, вĕсен ĕмĕчĕсене пурнăçлас тĕллевпе, Комсомольски чиркĕвĕн настоятелĕпе Николай иерейпе, благочиннăйпа Александр аттепе ĕçлĕ тĕлпулу ирттертĕмĕр. Ĕçе пуçăнас текен ертỹçĕпе финанс ыйтăвĕсене хăй çине илекен çын тупăнсан çĕрне тупма пулать. Эпир хирĕç мар, май пур таран пулăшса пырăпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика