18 августа 2017 г.
Кăçал çанталăк хăйĕн тỹнтер майне кăтартмаллипех кăтартрĕ. Те этеме сăнаса пăхас терĕ-ши? Малтанах, çу пуçламăшĕнче, çĕре вăрлăхпа "пĕтĕçтернĕ" хыççăн, сивĕсем пуçланчĕç. Каярах вара çумăр чарăнми лỹшкеме тытăнни чылай чăрмав кỹчĕ. Çавна май çитĕнсе çитнĕ тыр-пула çăлса хăварас, ăна пысăк çухатусемсĕр пухса кĕртес тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетрĕ. Хушу шăпах вырăнлă. Паллах, умри хăрушлăхсене сирес тĕллевпе аграрисем тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕри - тырă типĕтмелли сушилкăсене çĕнетни.
- Пĕлтĕр çанталăк тыр-пула типĕлле пухса кĕртме май пачĕ. Кăçалхи йĕпе-сапаллă çул вара хуçалăхсене нỹрĕк шайне пĕчĕклетмелли агрегатсемсĕр ĕçлеме йывăртарах. Паянхи кун нỹрлĕх 16 процентпа çеç танлашать, малтан çак цифра çỹлти шайраччĕ, - пĕлтерчĕ "Асаново" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи Александр Бахтеров.
Сăмах май каласан, ял хуçалăх предприятийĕ кăçал йĕтеме çĕнĕ сăн-сăпат кĕртме пултарчĕ. Вĕсем хăйсен вăйĕпе 100 метр тăршшĕ тата 12 метр сарлакăш е тепĕр май каласан 1224 тăваткал метрлă ангар хута яма пултарчĕç. Çак ĕçе пурнăçлама хуçалăхăн 4 миллион тенкĕ тăкаклама тивнĕ.
- Ку ангарта хиртен пухса кĕнĕ тырра аллама, типĕтме кăна мар, упрама та пулать, - терĕ ертỹçĕ, вентиляци тытăмĕ пирки каласа панă май. - Тĕп тĕллев - тыр-пула çанталăк çумăра кайиччен пухса кĕртесси. Вырма ахаль те кая юлса пуçланчĕ.
Асанкассисем пирки калас пулсан, хуçалăх аван кăтартусемпе палăрса тăраканнисенчен пĕри шутланать. "Асаново" ЯХПКра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 780 гектар йышăнаççĕ. Çурхисене кăçал 630 гектар çинче акса хăварнă пулсан, 150 гектарĕ - кĕрхисем. Тĕслĕхрен, 48 гектар çинчи "Московская-39" кĕрхи тулă аван çитĕннĕ, пучахĕсем парка. Анчах та, палăртнă ĕçсене çумăра пула вăхăтра пурнăçлайманнипе, ана çумкурăклă. Çавăнпа та ертỹçĕ ăна тỹррĕн çапса тĕшĕлеме шутламасть. 30 гектар çинче ỹсекен сĕлĕ ("Адама" элитлă сорт) уйĕ вара тап-таса, ун çинче пĕр çумкурăк кураймăн.
Ирхи сывлăм типнĕ хыççăнах Анатолий Салаев, Эдуард Карпов тата Сергей Прокопьев механизаторсем хире васкаççĕ. Вĕсем кашни самантпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Акă, "уй-хир карапĕ" бункер тулнине систерчĕ, Вячеслав Яндров ГАЗ-53 автомашинăпа çитсе те тăчĕ. Вячеслав Витальевич вырмара пуçласа мар, вăл кунта - çамрăкранах. Тăван хуçалăхра ĕçлеме кăмăлланине пытармасть виçĕ ача ашшĕ. Ара, ылтăн пĕрчĕсем кама килĕшмĕç-ха?! "Ылтăн тĕспе витĕннĕ уй вăл - манăн телейĕм. Вăл - пурнăç çулĕ", - терĕ Вячеслав Витальевич, тырă юхнине ытараймасăр сăнанă май. Урпа, чăнах та, аван çитĕннĕ. Гектартан 30 центнер тухать, ăна хальлĕхе пурĕ 250 тонна пухса кĕртнĕ.
Тĕштырă тиенĕ икĕ автомашина йĕтĕм çине васкать. Кунта водительсене Николай Портнов заведующи ăшшăн кĕтсе илет.
- Ĕçлекен илме тивĕç. Çавна май ĕçченсемпе хуçалăха сĕт сутакансене тата çĕр пайĕсемшĕн вăраха тăсмасăр тырă парас терĕмĕр, - терĕ ертỹçĕ. - Халăх умĕнчи парăма татма 200 тонна кирлĕ. Августăн 15-мĕшĕ тĕлне 758 тонна утăпа 3000 тонна яхăн сенаж хатĕрлерĕмĕр.
Пухса кĕртнĕ утта Асанкассисем пĕлтĕр хута янă 400 тонна кĕрекен çĕнĕ хранилищĕне вырнаçтарнă. Çавăн пекех кăçал вĕсем сенаж упрамалли икĕ траншейăна (пурĕ 2500 тонна вырнаçать) та реконструкциленĕ. Юнашарах - фураж тумалли тата ăна упрамалли ангар. Малтанах кунта 18 çын ĕçленĕ пулсан, хальхи вăхăтра 2-3 çын та çитет иккен. Ку пулăм, паллах, ĕç вырăнне механизациленипе çыхăннă.
- Хатĕр фуража тỹрех трактор кузовĕ çине тултаратпăр. Унтан вара тинрех çеç туяннă кормораздатчик хăйĕн ĕçне пурнăçлама пуçлать: икĕ енчен вырнаçнă выльăхсене апатпа тивĕçтерет, - терĕ ферма заведующийĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ираида Прокопьева.
Ферма та хăйĕн сăн-сăпатне кăçал улăштарма ĕлкĕрнĕ: реконструкци ĕçĕсем вĕçленнĕ май, халĕ кунта малашне 100 пуç пăрупа сăвакан 100 пуç ĕне тăрĕ. Витери транспортерсене улăштарнă, сĕт сивĕтмелли оборудовани туяннă. Унсăр пуçне дояркăсем валли ятарлă кану пỹлĕмĕ хута янă. Шыв ĕçтермелли савăтсем, сăнчăрсемпе сĕт каймалли пăрăхсем те вĕр çĕнĕ. Хальхи вăхăтра фермăра ĕнесене апат памалли "сĕтел" хатĕрлеççĕ.
- Районта инвестици проекчĕсем хута кайсах пыраççĕ. 2017 çулта районта 9 инвестици проектне хута ямалла, унпа килĕшỹллĕн 27 çын ĕçлĕ пулмалла тесе палăртнă. Проектсене пурнăçа кĕртме пурĕ 91,7 миллион тенкĕ каять. Вĕсенчен иккĕшĕ - "Асаново" ЯХПКра. Кунти ĕçченсем хăйсен вăйĕпех йĕтемпе фермăна тĕпрен реконструкцилеме пултарчĕç. Вĕсем - чăннипех те маттур ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри, çавна май ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла, - терĕ ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"