Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авиамоделистсем ăмăртрĕç

23 июня 2017 г.

Совет Союзĕн Геройĕн космонавт-летчикĕн А.Г.Николаевăн кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ 13-мĕш спартакиадăна июнĕн 15-16-мĕшĕсенче пĕтĕмлетрĕç.

Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕнче ирттернĕ авиамоделистсен спортĕнче мала тухассишĕн пурĕ 6 команда - Комсомольски, Муркаш, Çĕрпỹ, Етĕрне, Çĕмĕрле, Шупашкар - ăмăртрĕ. Унта асăннă районсемпе хуласенчен 7-13 тата 14-17 çулсенчи спортсменсем хутшăнчĕç. Пухăннисене Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Фомин саламларĕ. Вăл спортсменсене тупăшусенче ăнăçусем сунчĕ.

Спартакиадăна хутшăннă çамрăк ăмăртуçăсем авиамодельсене тỹпере вĕçтерсе кăтартрĕç. Ыттисем вара хăш аэроплан хитререх, вăйлăрах "юхнине" сăнарĕç, вĕсене хакларĕç. Авиамодельсем тỹпере епле вĕçнине сăнама, хамăр вĕçтерсе кăтартмашкăн чăнах та аван иккен!

Кĕçĕн çулхисен ушкăнĕнче Асанкасси вăтам шкулĕнче ăс пухакан Кирилл Белов палăрчĕ. Вăл 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Асăннă шкул вĕренекенĕ Даниил Маргиданов вара 3-мĕш вырăна тухрĕ. Аслă ушкăнрисен кăтартăвĕсемпе те мухтанмалăх пур. Тĕслĕхрен, Роман Ивановах илер. Йĕкĕт сумлă 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене асăнмалăх парнесемпе тата медальсемпе чысларĕç.

В.САЛАЕВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика