Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹрĕ эфирта - Владимир Путин

16 июня 2017 г.

Июнĕн 15-мĕшĕнче, кĕçнерникун, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсен ыйтăвĕсене тỹрĕ эфирта хуравларĕ. Кăçалхипе вăл 15-мĕш хут иртрĕ. Программа кăнтăрлахи 12 сехетре пуçланчĕ. Ăна "Пĕрремĕш канал", "Раççей 1", "Раççей 24" телеканалсемпе, "Маяк", "Вести FM", "Раççей радиовĕ" радиостанцисемпе пăхма тата курма май пулчĕ.

Çĕршыв пуçлăхĕ валли хатĕрленĕ ыйтусене 12 кун маларах йышăнма тытăннă. Вĕсене тĕрлĕ меслетпе - call-центра шăнкăравласа, СМС тата ММС хыпар ярса, ятарлă сайтра тата "ВКонтакте", "Одноклассники" социаллă сайтсем урлă йышăннă. "Москва-Путину" тата "OK Live" ятарлă хушăм урлă вара "Тỹрĕ эфира" тухма та май пулнă. Владимир Путин 4 сехет ытла тăсăлнă эфирта граждансен нумай ыйтăвне хуравланă. Раççейре пурăнакансем вара 3 миллиона яхăн ыйту янă. Тĕслĕхрен, кашни минутра 106 СМС таран тата операторсем минутра 127 шăнкăрав йышăннă.

Мĕн интереслентерет-ха çынсене? Раççей Президентĕнчен граждансем темĕн пирки те пĕлесшĕн пулчĕç. Нумайăшне ĕç укçи калаçтарать. Медицина, вĕренỹ ĕçченĕсем шалу пĕчĕк пулнипе кăмăлсăр. Пурăнмалли çурт-йĕрпе, коммуналлă хуçалăхпа, Инçет Хĕвелтухăçĕнче пĕрер гектар çĕр лаптăкĕ уйăрассипе, çулсен пахалăхĕпе, ача сачĕсенче черет пысăккипе, амăшĕн капиталне малалла тăсассипе, экологипе çыхăннă ыйтусене панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика