06 июня 2017 г.
Асанкасси вăтам шкулĕнче ракетăсен, самолетсен, хут çĕленсен моделĕсемпе ĕçлесси, вĕсене çỹл тỹпене хăпартса вĕçтересси тахçанах йăлана кĕнĕ. Кружок ĕçĕ пĕр вырăнта тăмасть, малаллах аталанать. Çавна май ачасен пултарулăхĕ те, тавракурăмĕ те ỹссех пырать. Хăйсем ăсталанă ракета моделĕсем тỹпене хăпарни мĕнле пысăк савăнăç вĕсемшĕн.
Асăннă модельсемпе ĕçлессине çĕнĕлĕхсем кĕртес тĕллевпе кружок ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртрĕмĕр. Девизĕ те пур: "Шывран тухса çỹлелле вĕçсе пĕлĕте çитесси пирĕншĕн ним те мар". Программи: 20 сехет теориллĕ занятисем, 108 сехечĕ - практикăлла ĕçсем. Кружок ĕçне çĕнетес тĕллевпе (вĕренỹ çулĕнче) хутçĕленсен фестивальне ирттертĕмĕр. Ăмăртусем тĕрлĕ автомашинăсен моделĕсемпе те пулчĕç, кунта малти вырăнта вĕсен хăвăртлăхĕ пулчĕ. Космонавтика кунне халалласа самолетсен, планерсен, вертолетсен, автомобильсен выставкине те йĕркелерĕмĕр. Ачасен пĕр пушă вăхăт та пулмарĕ тесех каламалла.
Кружок 2016 çулхи октябрь уйăхĕнчен çĕнĕ программăпа ĕçлет. Кăтартусем пур. Республикăра иртекен техника моделĕсен ăмăртăвĕсенче пирĕн ачасен команди пĕрре те призерсен шутĕнчен тухман-ха. Акă, май уйăхĕ вĕçленсе пынă кунсенче "Танковый триал" ăмăртăва хутшăнтăмăр. Ачасем бронетанк техникин автомоделĕсемпе (радиоуправляемые) хăйсен ăсталăхне кăтартса пачĕç. Саккăрмĕш класра вĕренекен Дмитрий Степанов республикăра виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Роман Ивановăн (8-мĕш класс) тата Даниил Маргидановăн (4-мĕш класс) кăтартăвĕсем те малти вырăнсемпе юнашарах. Малашне вĕсен ăсталăхĕ çỹллĕрех шая хăпарасси пирки пĕр иккĕленỹ те çук. Пултаруллă ачасене ăнăçу çеç сунмалла.
В.САЛАЕВ,
технологи учителĕ, кружок ертỹçи
Источник: "Каçал Ен"