Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ курăмлă - тумалли татах та нумай

21 апреля 2017 г.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çынсемшĕн çывăхрах. Вĕсенех, чылай чух, халăха хумхантаракан çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тỹр килет. Çавăнпа та муниципалитет служащийĕн ĕçĕнче яваплăха туякан, пултаруллă та хастар, уçă кăмăллă çынсем анчах ĕçлеме пултараççĕ. Çакăн евĕр ертỹçĕсем Каçал тăрăхĕнче сахал мар, вĕсенчен пĕри - Николай Николаевич Карпов.

Асанкасси ялĕнче паянхи кун 426 хуçалăх шутланать, пурĕ 1033 çын пурăнать. Вĕсенчен 300-ре яхăнăшĕ - пенси çулне çитнĕ граждансем. Ял тăрăхĕнче харпăрлăхри 1 кафе, райпо тата харпăрлăхри лавккасем, вулавăш, çыхăну уйрăмĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, "Асаново" ЯХПК тата вăтам шкулпа ача сачĕ пур. Асанкасси вăтам шкулĕнче пурĕ 108 ача пĕлỹ пухать, шкул çумĕнчи 25 вырăнлă ача сачĕ те пепкесен сассипех тулнă.

Николай Карпов Асанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Йĕкĕт çартан таврăнсан та хула пурнăçне килĕштермен, тăван тăрăхра тĕпленме тĕв тытнă. Часах çемье те çавăрнă. Мăшăрĕпе, Иринăпа, хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Мăшăрĕ ялти культура çур-тĕнче тăрăшать. "Ĕçне кура - хисепĕ", - теççĕ халăхра. Карповсем пирки калас пулсан, вĕсем ялти хисеплĕ çынсем. Ĕçĕ вара муниципалитет служащийĕн, чăнах та, чылай. Акă, тĕслĕхрен, 2015 çулта "Единая Россия" партин проекчĕпе килĕшỹллĕн Асанкасси вăтам шкулне юсаса çĕнетнĕ. Çак çулах, майăн 9-мĕшĕ тĕлне, ялта Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, пуçĕсене хунă паттăр салтаксен ячĕпе çав тери илемлĕ палăк (вăл çăлтăр евĕрлĕ тата унтан виçĕ акăш вĕçсе тухать) уçăлнă. Фельдшерпа акушер пункчĕ, ял урамĕнчи юсавлă çулсем - çаксем пурте ял тăрăхĕн ертỹçине пысăка хурса хаклама хистекен япаласем.

- Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас шутлă граждансене пулăшу паракан патшалăх программисене ăнăçлăн пурнăçлама тăрăшатпăр. Акă, юлашки çулсенче "Социальное развитие села", "Жилище" тата "Молодой специалист" федераллă программăсем хута кайрĕç. Асăннă программăсемпе усă курса ял сăн-сăпатне çĕнетме, 10 çемьене хитре те хăтлă çуртпа савăнтарма пултартăмăр, - вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Николаевич.

Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси те çак ял тăрăхĕнче вĕçленнĕпе пĕрех. Акă, пĕлтĕр, 2016 çулта, черетре 15 çемье пулнă пулсан, вĕсенчен 14-шĕ паянхи кун çĕр лаптăкĕпе усă курать те ĕнтĕ. Нумай ачаллă граждансенчен заявленисем килсех тăраççĕ. Паллах, шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнă ертỹçĕ çак çивĕч ыйтăва та çывăх вăхăтрах татса парĕ.

- Ытларах çул-йĕрсене тимлĕх уйăратпăр. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, ниме мелĕпе ял урамĕсенчи çулсене юсама пултартăмăр. Ял халăхĕ вăл енчен маттур, туслă, кар тăрса ĕçлеме хăнăхнă. Асатте-асаннесенчен юлнă ырă йăла - пĕр-пĕрне пулăшасси - паянхи кун та упранать, - терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Çуркунне тĕнче тарăн ыйхăран вăранса чунсене килентерекен самант çеç мар, вăл тата пире кăмăл-сипет енчен тĕрĕслекен тапхăр та. Ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе культура тата ытти учрежденипе организацисенче тăрăшакансем те çутçанталăк умĕнчи çак "парăма" татма васкаççĕ - хальхи вăхăтра ял тăрăхĕнче тирпей-илем ĕçĕсем пыраççĕ.

- Паллах, юлашки вăхăтра эпир, темшĕн, кашни харпăр хăйшĕн çеç ытларах шутлама пуçларăмăр. Ытти вара... Эх, иртнĕ ĕмĕрти чăваш çыравçисем çырса кăтартнă тирпейлĕ те чечеклĕ урамсене каялла тавăрасчĕ те... Экологипе этем сывлăхĕ - вĕсем иккĕшĕ те пĕр картлашка çинчех тăраççĕ. Сывлăхĕ вара вăл хамăрăнах-çке, - терĕ ял поселенийĕн специалисчĕ Римма Горбунова хаш сывласа.

Умра - Çĕнтерỹ уявĕ. Ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем çак куна тивĕçлипе ирттерсе яма çирĕп тĕллев лартнă. Çавна май ялта палăк таврашне тирпейлеççĕ, йĕркене кĕртеççĕ. Масар та сăваплă вырăн, унта та тирпейлесе картасене çĕнетесшĕн.

Николай Карповăн ял аталанăвĕпе çыхăннă ĕмĕт-тĕллевĕ чылай. Ырă кăмăллă та тарават ертỹçĕ вĕсене пурнăçа кĕртесси пирки кăшт та иккĕленместĕп.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика