10 июня 2016 г.
Пытарма кирлĕ мар, паянхи кун ялти чылай çамрăк тĕрлĕ регионсенче ĕçлесе çỹрет. Юлашки çулсенче ял хуçалăхĕнче çамрăк специалистсем çитменни те йăлана кĕре пуçларĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ака-суха вăхăтĕнче тепĕр чухне тивĕçлĕ канăва кайнисене те чĕнсе илме тивет. Ĕç укçи сахалрах тесе-ши, ял хуçалăх академийĕсене пĕтернĕ инженер-агрономсем те каялла яла таврăнасшăнах мар. Таврăннисем вара колхозсемпе ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн чăн-чăн çăлăнăç. Ара, ялта çуралса ỹснĕ çамрăк специалистсем час-часах маттур та хастар. Вĕсем ялта нумайччен хуп турттарса выртайманнине ăнланаççĕ, турткаланса тăмасăрах 5-6 сехет иртсенех ĕçе тухса каяççĕ.
"Асаново" хуçалăхра механизаторсем тата ытти ĕçченсем çителĕклĕ. Çапах та çамрăксене вĕсем хапăлласах йышăнаççĕ. Çакăн йышши çамрăксем хушшинче - Асанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ Дмитрий Карпов. 19 çулхи Дима Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумĕн "Ял хуçалăхĕн электрификаципе автоматизацийĕ" факультетĕнче электромонтера вĕренет. Çуркунне вăл асăннă хуçалăхра практикăра пулчĕ, тракторист-механизаторсене хуçалăхри техникăна юсама пулăшрĕ, ыттисене мĕн пултарнă таран пулăшма та яланах хатĕр. Нумай çул хуçалăхра тăрăшакансем паллаштаракан пĕлĕве те пуçне хывма манмарĕ.
Техникăна Дима ачаллах тĕшмĕртме тытăннă. Çавăнпа та пулас профессине те унпах çыхăнтарнă. Унсăр пуçне маттур çамрăк спортпа яланах туслă пулнă, ирĕклĕ кĕрешỹ вăййинче пĕрре мар çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ.
Пулас специалист 2 çул Çĕрпỹ хулинче вĕренет пулсассăн та, хула ытамне лекмен, кану кунĕсенче те яла васкать, вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ялах таврăнма хатĕр. "Асаново" хуçалăх республикăра малтисен йышĕнче çирĕпленнине хаçатра пĕрре мар асăннă ĕнтĕ, малашне вара çамрăк специалистсемпе тата та çỹллĕрех шая лекессинче пĕр иккĕленỹ те çук.
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"