Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк инспекторсен слетне хутшăннă

31 мая 2016 г.

Патшалăх автоинспекцийĕ 80 çул тултарнине халалласа нумаях пулмасть республикăри çамрăк инспекторсен юхăмĕн 26-мĕш слечĕ "Белые камни" легерьте иртрĕ.

Асăннă слета республикăри 24 команда хутшăнчĕ. Район чысне Асанкасси вăтам шкулĕн çамрăк инспекторĕсем хỹтĕлерĕç. Вĕренекенсем тĕрлĕ конкурссенче вăй виçрĕç. Вĕсем çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине кăтартса пачĕç, тĕрлĕ задачăсене чăн-чăн водительсем пек шĕкĕлчерĕç. Велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнассинче тупăшрĕç. Юрă-ташă конкурсĕнче те вăй виçрĕç. Суранланнă çынна пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассине те лайăх пĕлеççĕ çамрăк инспекторсем. Хĕрỹ тупăшура Асанкасси вăтам шкулĕн команди çĕнтерỹçĕсен йышне лекме пултараймарĕ пулин те, вĕсем слетран пысăк хавхаланупа таврăнчĕç. 4-мĕш класра пĕлỹ пухакан Мария Чумакова, Ирина Копташкина, Кирилл Белов, Николай Герасимов ăмăртусенче маттур пулчĕç. Сăмах май каласассăн, Асанкассисем слета кашни çулах хутшăнаççĕ. Вĕренекенсене чылай çул Николай Иванович Данилов педагог хатĕрлет. Туслă командăна малашнехи конкурссенче ăнăçу сунатăп.

Н.РАЙКОВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика