Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

15 марта 2016 г.

Асанкассисем ĕçе ырана хăварма хăнăхман. Мĕн тума палăртнине яланах вăхăтра пурнăçлани ĕç кăтартăвĕсем çинче курăнать. Асанкасси ял тăрăхĕн ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ: паян - ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах ĕçлесси.

Акă, мартăн 11-мĕшĕнче Асанкасси культура çуртĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ульдина, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Ирина Белобаева, районти тĕп больницăн терапевчĕ Лариса Галкина, район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕ Екатерина Челакова, районти пушар надзорĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Владислав Кириллов, Алексей Соловьев участковăй ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулчĕç, 2015 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.

Пухăва Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов уçрĕ. Вăл 2015 çул ял тăрăхĕшĕн тухăçлă тата тĕрлĕ мероприятисемпе тулли пулнине палăртса хăварчĕ. Ара, пĕлтĕр Аслă Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне ялта Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене асăнса пурте тахçанах кĕтнĕ палăка уçнă. Пĕлтĕр вырăнти спортсменсемпе спорта кăмăллакансем тата шкул ачисем валли вăтам шкулти спортзала юсаса çĕнетнĕ. Халĕ кунта кăнтăрла - шкул ачисем, каçхине аслă ăрурисем тĕрлĕ спорт вăййисене выляма пуçтарăнаççĕ. Унсăр пуçне пĕчĕк ачасем шкул çумĕнче уçăлнă ача садне те хаваспах çỹреççĕ.

Николай Николаевич отчетра поселенин бюджетне палăртса хăварчĕ. 2015 çулта ял тăрăхĕн бюджетне 1886700 тенкĕ тупăш кĕнĕ. Ял тăрăхĕн бюджечĕ ытларах тĕрлĕ налуксенчен пуçтарăнать. Юлашки вăхăтра Мускава, Тутарстан Республикине тата ытти регионсене ĕçлеме тухса çỹрекен арçынсен шучĕ ỹссех пыни, вĕсем ĕç килĕшĕвĕпе ĕçлеменни пысăк чăрмав кăларать. Налуксем вырăнти бюджета хывăнмаççĕ.

Ял администрацийĕн тĕллевĕ - ял тăрăхне тирпей-илем кĕртесси, халăха пурăнма кирлĕ условисем туса парасси. Сăмахран, вырăнти кỹлĕ таврашĕ тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тулать, ăна "Асаново" ЯХПК тирпейлесех тăрать пулсан та, ял халăхĕ килти хыт каяшсене унта пăрахма чарăнмасть. Çак ыйтăва татса пама ял çыннисем пухура малашне çỹп-çапа турттарма Патăрьелти "Полигон" организаципе килĕшỹ çырма калаçса татăлчĕç.

Светлана Ульдина районăн 2015 çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Вырăнти "Асаново" ЯХПК районта çеç мар, республикăра та малтисен ретĕнче пулнине уйрăммăн палăртса хăварчĕ. Шел пулин те, çамрăксем урăх çĕре ĕçлеме тухса кайни, ялта тĕпленменни пăшăрхантарать. Районта 26 пине яхăн çын пурăнать (2010 çулхи перепиç тăрăх 27 пин ытла пулнă). 26 пинрен 5 пинĕшĕ официаллă майпа ĕçлет, налуксене тỹлет. Унсăр пуçне Светлана Геннадьевна "Асаново" хуçалăхри вăтам ĕç укçи 15 пинпе танлашнине палăртса хăварчĕ.

Лариса Галкина терапевт демографин çивĕч ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, тĕрлĕ чирсене пула çынсем вăхăтсăр çĕре кĕреççĕ. Шел пулин те, çынсем йывăр чирлесессĕн çеç больницăна васкаççĕ, флюорографи тата диспансеризаци витĕр тухмаççĕ. Вăхăтра тĕрĕсленни онкологи тата туберкулез чирĕсене иртерех палăртма май парать. Сăмахран, халĕ тата йывăр чирлисем патне участковăй терапевта киле чĕнме пулать.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Ирина Белобаева пенси саккунĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Çынсене ытларах индексаци, пенси балĕсем тата ытти ыйтусем пăшăрхантараççĕ. Малашне ĕç стажĕ 15 çул пулмасан, е пенси балĕсен шучĕ çителĕксĕр пулсан, пенсие тухма май пулмĕ.

Шел пулин те, кăçал районта 6 кил-хуçалăхра пушар алхаснă, икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Владислав Кириллов пушар хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисене пăхăнма, вĕсене асра тытма ыйтрĕ. Çавăнпа пĕрлех çитес вăхăтра юр ирĕлсен пурте çỹп-çап çунтарма тытăнĕ. Çак вăхăтра вара уйрăмах тимлĕ пулмалла.

Пухура калаçмалли, сỹтсе явмалли чылай пулчĕ. Юлашкинчен вырăнти фольклор ансамбльне çỹрекенсем пурне те савăк кăмăл-туйăм парнелерĕç, ял халăхне спектакльпе савăнтарчĕç.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика