Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малти вырăнсене йышăннă

27 марта 2013 г.

Мартăн 23-мĕшĕнче Шупашкарти «ЧЕТРА» самбо шкулĕн спортзалĕнче 1997—1998 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче самбопа кĕрешессипе республика шайĕнчи ăмăртусем иртнĕ. Унта пирĕн район команди те хутшăннă. Асанкасси вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан хĕрсем Геннадий Николаевич Петухов тренер ертсе пынипе хăйсене лайăх енчен кăтартма пултарнă. Снежана Школьниковăпа Кристина Маштанова — 1-мĕш, Рая Школьниковăпа Людмила Суюкова — 3-мĕш, Мальвина Карсунова 5-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Пултаруллă хĕрсене саламлатпăр, спортра тата вĕренÿре çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика