19 декабря 2015 г.
Çак кунсенче Асанкасси вăтам шкулĕнче хăйĕн пурнăçĕн 16 çулне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă çынпа - хамăрăн ентешпе В.В.Никифоровпа тĕл пулу иртрĕ. Класа хура китель тăхăннă, кăкăр тулли орден-медаллĕ çын пырса кĕрсен, пухăннисем пĕрре ăмсанса, тепре тулли кăмăлпа тинкерчĕç.
Владимир Васильевич вăрçă хыççăн, 1951 çулта, Асанкасси ялĕнче çуралнă. Василий Ивановичпа Мария Даниловнăн виççĕмĕш ачи пулнă вăл. Владимир мĕн пĕчĕкренех çирĕп вăй-халĕпе тантăшĕсенчен уйрăлса тăнă. Физкультура урокĕсенче хăнăхтарусене яланах пуринчен ытларах пурнăçланă, финиша пĕр ỹсĕмрисенчен чылай маларах чупса çитнĕ. "Ишме те ир хăнăхнă. Шывра ишме çав тери кăмăллаттăм", - палăртрĕ паттăр. Хăйне спорта юратма вĕрентнĕшĕн Владимир Васильевич физкультура вĕрентекенне Иван Семенович Храмова тав тăвать. Пĕчĕк чухне Володя виçĕ пĕртăван моряк Даниловсем, унăн куккăшĕсем, тинĕсри çар пурнăçĕ çинчен каласа панине итлеме юратнă. Çавăн чухне вĕсем пек пулма ĕмĕтленнĕ. "Пĕррехинче эпĕ клуба кайнăччĕ. Çавăн чухне тин çеç çартан таврăннă хамăр ял каччисене Михаил Рипановпа Николай Малюшева курах кайрăм. Вĕсен тумĕ мана çав тери илĕртрĕ. Çавăн чухне хамăн пурнăçа тинĕспе çыхăнтаратăпах тесе шутларăм", - аса илет пирĕн хăна.
1969 çулта комисси витĕр тухса çар ретне тăрать. Хăй ыйтнипе ăна Тинĕс-çар флотне яраççĕ. Ĕмĕтне пурнăçлас тесе вăл малалла вĕренме Северодвинск хулинче мичмансен тин уçăлнă шкулне çул тытать. "Вĕренме çăмăлах марччĕ. Манăн питĕ лайăх вĕрентекенсем пулнă. Уйрăмах 3-мĕш рангри капитан сăмахĕсене ĕмĕрлĕхех астуса юлтăм. "Шурă çăкăр çупа çиес килет пулсан - вĕренĕр, ан ỹркенĕр..." - тетчĕ Юрий Васильевич Клепинин. Çак сăмахсем мана тата лайăхрах вĕренме, çар тивĕçне туллин пурнăçлама хавхалантарса пынă".
Вĕренсе пĕтерсен Владимир Васильевич "К-371" çĕнĕ кимĕ çинче 8 çула яхăн çар тивĕçне пурнăçлать. 1980 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче ăна шыв айĕнче çỹрекен "К-531" кимĕ çине куçараççĕ. Тĕпчев ĕçĕ ирттерме 10 кунлăха пăр айне те кайнă.
16 çул хушшинче тĕрлĕ награда илме пултарнă çамрăк мичман. Çар çыннин кăкăрне "За боевые заслуги" медаль, "За дальний поход" жетон, "За безупречную службу", "Флотский крест", "Мужество и отвага", "За службу Отечеству" паллăсем тата ыттисем те илем кỹреççĕ.
1985 çулта тивĕçлĕ канăва тухса çемйипе Шупашкар хулине куçса килеççĕ. Мăшăрĕпе, Любовь Ивановнăпа, икĕ хĕр ỹстернĕ. Вĕсем аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ.
Тĕл пулу вĕçĕнче мичман çапла пĕтĕмлетрĕ: "Флот мана çынсене хаклама, вăхăтпа перекетлĕ усă курма, хамăн тивĕçсене туллин пурнăçлама, çирĕп йĕркене вĕрентрĕ". Владимир Васильевич Асанкасси ял библиотекине "Они служили в подводном флоте" кĕнеке парнелерĕ.
Çакăн пек вăл пирĕн тинĕс кăйкăрĕ - Владимир Васильевич Никифоров!
О.КОПТАШКИНА
Источник: "Каçал Ен"