09 декабря 2015 г.
Елизавета Константиновна Сорокина (Копташкина) манăн тата манпа пĕрле вĕреннисен шăпине пирĕшти пек кĕрсе юлчĕ.
Лиза 1935 çулта Асанкасси ялĕнче Александра Васильевнăпа Константин Павлович Копташкинсен çемйинче кун çути курнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнине, ашшĕсене урамĕпех вăрçа ăсатнине астăвать. 1943 çулта пĕрремĕш класа çỹреме пуçлать. Ăна вулама, çырма, шутлама Феодосия Федоровна Фадеева (Ласточкина) вĕрентет. Иван Семенович Храмов, Николай Николаевич Безруков, Анна Тимофеевна Ронина, Николай Сергеевич Ронин, Максим Осипович Салаев учительсем паянхи кунччен те унăн асĕнчех. Вĕсенчен хăшпĕрисемпе пĕрле те ĕçлеме тỹр килнĕ.
1950 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Шкулсенче ĕç вырăнĕсем çитмен, çавăнпа та унăн библиотекарьсем хатĕрлекен пĕр уйăхлăх курсра вĕренме тивнĕ. Асанкасси ял библиотекинче тăватă çул тăрăшнă. Ульянов ячĕллĕ колхозра пуçламăш комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Çав вăхăтрах шкулта музыка тата физкультура урокĕсене ертсе пынă. Çав çулхинех Асанкасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентме пуçланă. Тата икĕ çултан Кĕçĕн Каçал пуçламăш шкулне ертсе пыма шаннă. Кунта ĕçленĕ вăхăтрах çемьеллĕ пулнă. Мăшăрĕпе икĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Дубовка шкулĕнче 1994 çулччен тăрăшнă.
Эпир Елизавета Константиновнăна иккĕмĕш анне тесе чĕнеттĕмĕр, вăл та пире манăн ачасем тетчĕ. Çав ачасем халĕ аннесем, аттесем, кукаçи-кукамайсем, асатте-асаннесем пулнă ĕнтĕ. Вăл пирĕн çинчен атте-анне пĕлнинчен те ытларах пĕлетчĕ. Пĕрремĕш вăрттăнлăхсене те эпир ăна шанса каласа панă.
Унăн умĕнче çĕршер ача ỹссе çитĕннĕ, лăпкăн та çирĕппĕн ура çине тăнă. Вĕсен ачисем те пĕрремĕш класа Елизавета Константиновна патне çỹренĕ. Кашни ачан хăйне евĕр кăмăлне, талантне асăрханă вĕрентекен. Эпир те лăпках пулман пуль, анчах та уроксенче шăп ларнă, вăл калакан сăмахсене ăша хывма тăрăшнă.
Елизавета Константиновна пире чун ăшшине, тĕлпулусен хаваслăхне, ыркăмăллăхне парнеленĕ. Шансах тăратăп, вăл вĕрентнисем ăна уçă кăмăллă та ырă чунлă пулнишĕн юратаççĕ, ас тăваççĕ, хисеплеççĕ.
Паян, декабрĕн 9-мĕшĕнче, Çĕнĕ Каçал ялĕнче пурăнакан Елизавета Константиновна Сорокина 80 çул тултарать. Çулсем иртеççĕ пулсан та Эсир çав-çавах хастар та чунăрпа çамрăк, ырă кăмăллă. Тавтапуç Сире, пире ăс, сĕнỹ-канаш панăшăн. Тата нумай çул пурăнмалла пултăр. Ачăрсемпе мăнукăрсен ăшшине курма сунатпăр.
Л.МАМУТКИНА
Источник: "Каçал Ен"