21 октября 2015 г.
Нумаях пулмасть Муркаш районĕнчи Мичурин ячĕллĕ хуçалăх аэродромĕнче икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн, СССР космонавт-летчикĕн А.Г. Николаевăн Кубокне çĕнсе илессишĕн республикăри шкул ачисем хушшинче "Сывлăшри хут çĕленсем" фестиваль иртрĕ. Комсомольски районĕн чысне унта Асанкасси вăтам шкулĕнчи "Пуçламăш техника моделĕсем" кружока çỹрекен ачасем хỹтĕлерĕç.
Çамрăк ăстаçăсем ăмăртăва тăрăшса хатĕрленчĕç. Кашни кун уроксем хыççăн шкул мастерскойне васкарĕç, тĕрлĕ йышши хут çĕленсем ăсталарĕç. Кружок ертỹçи В.М.Салаев вĕсене сĕнỹсем пачĕ, хавхалантарса пычĕ. Команда капитанĕ Дима Степанов кашни ачан хут çĕленне тĕрĕслесе пăхрĕ.
Республикăри тĕрлĕ шкулсенчен килнĕ вунпĕр команда хушшинче пирĕн район команди 5-мĕш вырăн, ялти шкулсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. "Лаптак хут çĕленсем" модельсене вĕçтерес енĕпе Даниил Маргиданов (3 кл.), "Тăваткал хут çĕленсем" номинацире Рома Иванов (7 кл.) - 2-мĕш, "Кăтартуллă хут çĕленсем" вĕçтерсе Дима Степанов (7 кл.) 4-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Ачасем ăмăртуран хавас кăмăлпа таврăнчĕç. Уйрăмах пĕрремĕш хут çакăн йышши уява хутшăнакан Даниил Маргиданов хавхаланса калаçрĕ.
О.КОПТАШКИНА
Источник: "Каçал Ен"