Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экзаменсем хыççăнхи шухăш-ĕмĕт

15 июля 2015 г.

Вăтам шкул вĕренсе пĕтерекенсем 2001 çултанпа вырăс чĕлхи тата математика предмечĕсемпе пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытма пуçларĕç. Çак вун пилĕк çул хушшинче ППЭ ирттерес йĕркене ачасем, учительсем, ашшĕ-амăшĕ кашнинчех тĕрлĕ кăмăлпа йышăнчĕç, расна виçепе виçсе хăйсен тавра курăмĕпе хакларĕç. Выпускниксен пĕлỹ шайне тĕрĕслессине çирĕплетес тĕллевпе юлашки вăхăтра кĕртнĕ хăш-пĕр улшăну вара чылайăшне хумхантарчĕ, пăлхантарчĕ.

Общественноç та ку ыйтуран аякра тăма пултараймасть - халăхра кашниех хăй пĕлнĕ - ăнланнă пек калаçать. ППЭ кирлĕ мар, ачасене нушалантарни çеç ку текен сăмах та илтĕнкелет. Апла-и , капла-и - çамрăксем вăтам шкулăн вĕренỹ программине ăнăçлă пурнăçласа илнĕ аттестатпа малалла вĕренме ăнтăлаççĕ, хăйсене килĕшекен профессие алла илме ĕмĕтленеççĕ.

Кăçал шкул саккипе сыв пуллашакансемшĕн математикăпа иртекен экзаменра пĕр пĕчĕкех те, пысăках та мар çĕнĕлĕх пулчĕ. Ку предмета икĕ тĕрлĕ тытма май килчĕ: база (никĕс) тата профиль шайĕсенче. Çакă, ман шутпа, питех те тĕрĕс утăм, мĕншĕн тесен аслă вĕренỹ заведенийĕсенче пур факультетра та математика вĕренмеççĕ. Çавсене заявлени парас текен абитуриентсен математика балĕсене шута та илмеççĕ. База шайĕнчи экзамена кĕртнĕ çăмăлрах ĕçсене пурнăçлама вара вăтам шкул пĕтерекенсен пурин те ăс-тăн çитермеллех. Паллах, "иккĕ" паллă илес темесен, вĕренĕве пысăк тимлĕх уйăрма тивет. Уроксенче кăна мар, ачасен хăйсем тĕллĕн ларса та нумай хатĕрленмелле. Репетиторпа хушма сехетсем ирттерни вара пĕртте ытлашши пулмасть. Экзаменсенче тунă ĕçсемшĕн хакланă виçе "4" тата "5" пулнă паллăсемпе çырлахасси кăна мар-çке: балсен шучĕ мĕн чухлĕ ытларах - бюджетлă вырăна кĕрес шанчăк çавăн чухлĕ пысăкрах. Шкул пĕтерекенĕн ППЭ вăхăтĕнче никама та шанса-кĕтсе лармалла мар, мĕн вĕреннине ăса хывнă пулсан - çĕнтерỹ пулатех.

Экзаменсем хыçа юлчĕç. Апла пулин те халĕ те хĕрỹ тапхăр пырать теме юрать. Студент пулас шухăшлă яш-кĕрĕм аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсене документсене тăратрĕ ĕнтĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен пĕлтерĕшне халь тин чылайăшĕ ăнланса илме пуçларĕ. Ара, хамăр вăхăтрипе - иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчи аслă пĕлỹ илес çул-йĕрпе - танлаштаратăп та, уйрăмлăхĕ самаях пысăк иккен! Халĕ пулас студентсем пĕр хутчен зкзамен (вăл вăтам шкул вĕренсе пĕтернипе пĕрлех аслă шкула кĕмеллине палăртакан май та) тытнипех хамăр патри хуласене кăна мар, аякрисене те - çитменнине тата темиçе çĕре те - заявленисем çитерме пултараççĕ. Килте компьютер умĕнче ларса хăйсен балĕсене тишкерсе абитуриентсем шутĕнче рейтингра хăйсем миçемĕш вырăнта пулнине курса-пĕлсе тăраççĕ. Ырлăх мар-и вара çакă?

Ашшĕ-амăшĕпе калаçатăп та халĕ, питех хăрамалла та пулман иккен теççĕ. Капла лайăх пулнине палăртаççĕ. Çавăнпа та совет саманинчи девизах аса илес килет: "Вĕренмелле, вĕренмелле тата та вĕренмелле". Темшĕн мана ачасенчен ытларах аслисем, килти çывăх çыннисем, ППЭ тавра ытларах шăв-шав çĕклеççĕ пек туйăнать. Çанă тавăрса тар кăларса вăй хурсан çеç ĕçĕн хакĕ пысăк пулассине пурин те чухламаллах ĕнтĕ. Çамрăк ăрушăн вара вĕренĕве пысăк тимлĕх уйăрма кансĕрлекен сăлтав çукрах.

Асанкасси вăтам шкулне кăçал 7 çамрăк вĕренсе пĕтерчĕ. Вĕсен кăмăлĕ лайăх, çĕкленỹллĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн çамрăксем малалла пĕлỹ илес шухăшлă. ППЭ кăтартăвĕсем шкул пĕтерекенсене кăна мар, ашшĕ-амăшне, учительсене - пурне те савăнтарчĕç. Акă, сăмахран, вырăс чĕлхипе класри вăтам балл 73-пе танлашма пултарчĕ. Чи пысăк виçе - 98 балл - Катя Шалкановăн. Хăй ылтăн медаль илме тивĕçлĕ пулнине вăл тỹрре кăларчĕ. Хĕр юлташĕсем Ирина Горшкова, Ирина Яковлева, Аня Степанова та пысăк балсем пухрĕç. Паллах, кунта çак предмета ертсе пыракан Ирина Николаевна Исаева педагогăн тỹпи пысăк пулнине палăртмалла. Иртнĕ çул çак учителĕн вăтам балл кăтартăвĕ 64 пулнă. Апла пулсан, Ирина Николаевнăн тăрăшулăхĕпе пĕрлех ăсталăхĕ те ỹссе пырать тесе палăртмалла.

Тăрăшсан, ỹркенмесен пĕлỹ тĕнчин тинĕсĕнче çирĕппĕнех, ним шикленмесĕрех ишме пулать. Çакăн пек шухăш-кăмăлпа кăçал шкул вĕренсе пĕтернисем эстафета патакне пулас выпускниксем патне çитерчĕç.

Е.ЯНДРОВА,

Асанкасси вăтам шкулĕн директорĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика