Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарават сутуçăсем

11 июня 2015 г.

Комсомольски райповĕн Асанкассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕн коллективĕ панă плансене тăтăшах пурнăçласа пырать. Тавар сутса уйăхне 700 пин тенкĕрен кая мар тăваççĕ вĕсем. Çуллахи вăхăтра ытларах та сутăнать. Кунта таварçаврăнăшĕ те япăх мар. Çакă Елена Яндрова заведующи ĕçтешĕсене пĕлсе ертсе пынипе, коллектив ял халăхĕн тата хăнана килекенсен ыйтăвĕсене шута илсе ĕçленипе те çыхăннă ĕнтĕ.

Сăмах май каласан, Елена Васильевна пĕр вырăнта 29 çул тимлет. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма, çынсен кăмăлне юрама пĕлни ĕçре пулăшса пынине пĕлет вăл. Лавккана килсе кĕме кăмăллă пултăр, çынсем пушă алăпах çаврăнса ан кайччăр тесе сутуçăсенчен те çавнах ыйтать.

Фаина Калашникова сутуçă магазинта вăй хума пуçлани те сакăр çула яхăн. Вăл та тавар туянакансемпе яланах тарават.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика