Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăр! Шăнкăртатрĕ юлашки шăнкăрав

23 мая 2015 г.

Майăн 22-мĕшĕнче вăтам шкултан вĕренсе тухакансем-шĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Кăçал районти 159 вĕренекен шкул пĕтерет. Умра - яваплă тапхăр, пурнăçăн анлă çулĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытса, аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кĕмелле, професси суйласа илмелле.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансене уяв ячĕпе чи малтанах шкул директорĕ Георгий Перьев ăшшăн саламларĕ, чи маттур та пултаруллă вĕренекенсене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕ, тĕрлĕ конкурссемпе мероприятисенче призерсен йышне лекнисене хушаматран палăртса хăварчĕ. Выпускниксене шкул пĕтернĕ ятпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров саламларĕç, ăнăçу, телей, çирĕп сывлăх сунчĕç.

- Сирĕн пурнăçра яланах тикĕс те такăр çул пултăр, ĕмĕтĕрсем яланах пунăçланччăр, экзаменсене ăнăçлă тытса кăмăла каякан профессие суйласа илĕр. Пĕлỹ пухнă тăван шкул ятне яланах çỹллĕ шайра тытăр, ăнăçу сире. Алла диплом илсессĕн района таврăнăр, - терĕ ăшшăн саламласа Михаил Романович. Юлашки шăнкăрав уявĕнче юрри-ташши, сăвви те, салам сăмахĕсем те чылай пулчĕç. Шкул пĕтерекенсем пĕлỹ панă учительсене чĕререн тав турĕç.

Асанкасси вăтам шку-лĕнчен кăçал асамат кĕперĕн 7 тĕсĕ евĕр çума-çуммăн, туслă, тăрăшуллă вĕреннĕ 7 каччăпа хĕр вĕренсе тухаççĕ. Çак линейка выпускниксемшĕн кăна мар, учительсемпе ашшĕ-амăшĕсемшĕн те савăнăçпа хумхану саманчĕ. Ахальтен мар чылайăшĕн пичĕ-куçĕнче йăлтăркка куççуль тумламĕсем палăрчĕç.

Юлашки шăнкăрав уявне шкул директорĕ Е.М. Яндрова салам сăмахĕсемпе уçрĕ. 11-мĕш класс ачисемпе пĕрре те пите хĕретекен самантсем пулманнине, вĕсем вĕренỹре те, обществăлла ĕçре те хастаррине палăртрĕ. Малашне те шкул чысне ямасăр, вĕрентнĕ учительсене манмасăр пурнăç çулĕпе утма сунчĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х. Миннетуллин выпускниксене Раççейĕн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулма, шкулта вĕреннĕ вăхăта асра тытма, туссемпе яланах çыхăнура пулма сĕнчĕ. Асанкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Н. Карпов 11-мĕш класс каччисене ял тăрăхне тирпей-илем кỹрес ĕçсене хастар хутшăннăшăн Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. "Асаново" ЯХПК председателĕ А.Н. Бахтеров уяв ячĕпе саламланă май учительсемпе вĕренекенсене тортсем парнелерĕ.

Выпускниксемшĕн умра яваплă тапхăр - Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем. Çамрăксен малашнехи çул-йĕрĕ вĕсене епле тытнинчен те нумай килет. Т.В.Салаева пĕрремĕш учитель, шкул директорĕн çумĕ Л.А.Катмакова тата ытти учительсем, ашшĕ-амăшĕсем вĕренекенсене экзаменсене ăнăçлă тытма сунчĕç.

  Уява выпускниксен, пĕр-ремĕш классен юррисемпе сăввисем илем кỹчĕç. Вунпĕр çул пĕр класра вĕреннĕ яшсемпе хĕрсем пĕрремĕш хут алла ручка тытма вĕрентнĕ, вĕренỹ асамĕпе паллаштарнă учительсене тав сăмахĕ каларĕç. Юлашкинчен кăвакарчăнсемпе тĕрлĕ тĕслĕ шарсене сенкер тỹпене вĕçтернĕ хыççăн, юлашки шăнкăрав сасси пĕтĕм таврана илтĕнмелле ян! янăрарĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика