20 мая 2015 г.
Т.В.Беловăпа Е.Г.Павлова Асанкассинчи почта çыхăну уйрăмĕнче ĕçлеççĕ. Почтальонсем çак ĕçе кỹлĕнни паян-ĕнер кăна мар, Татьяна кунта вунă çул, Елена вара çиччĕмĕш çул тăрăшаççĕ. Çак хушăра ял йĕри-тавра миçе çаврăннă-ши вĕсем, урисем миçе çухрăма кая хăварнă-ши? Паллах, кашни килех çитнĕ, хыпар-хăнарпа, салам открыткисемпе савăнтарнă, хаçат-журнал валеçнĕ. Унсăр пуçне, куллен кирлĕ таварсене, пенси укçине те клиентсене çитерсех параççĕ почтальонсем. Ватăрах çынсем вара электроэнергишĕн, çутçанталăк газĕшĕн тỹлеме те парса яраççĕ вĕсене. Паллах, ял халăхĕнчен пĕрре кăна мар тав сăмахĕ илтнĕ, çакă вара чунĕсене ăшăтать.
Çырăнтару тапхăрĕнче уйрăмах канлĕхне çухатаççĕ почтальонсем. Кашни хуçалăхрах периодика кăларăмĕсем пулччăр тесе килсерен çỹреме, калаçма тивет. Эпĕ вĕсемпе шăпах хаçат-журнал валеçме тухса каяс умĕн тĕл пултăм.
- "Каçал ене" ял-йыш уйрăмах юратса вулать, хальхи вăхăтра район хаçатне 113 экземпляр илсе тăраççĕ. Кăçалхи иккĕмĕш çур çула валли те ку цифрăран чакасшăн мар эпир. "Хресчен сассине", "Çамрăксен хаçатне", "Тетте" журнала тата ытти кăларăмсене те аван çырăнаççĕ, - терĕç Татьяна Викторовнăпа Елена Гурьевна.
Источник: "Каçал Ен"