Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят паттăра тарават

16 мая 2015 г.

1941-1945 çулсенче мĕн тери йывăр, хурăшу пулнă: пур çĕрте те вăрçă кĕрленĕ, çĕр чĕтреннĕ, çуннă.... Вăрçă кашни çыннăн чун-чĕрине ыраттарса амантнă. Миçе хĕрарăма, миçе ачана тăлăха хăварман-ши? Уйрăмах салтак амăшĕн чĕри кунсерен канăçсăр тапнă, ачишĕн пăшăрханнă.

Тăван çĕршыв пысăк çухату тỹснĕ пулсан та, çутă та телейлĕ кун патне туртăннă. Чăваш Республикинчен те чылай çын тăшманпа çапăçма кайнă. Вĕсенчен нумайăшĕ Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Манăн вара хамăн асатте пирки каласа парас килет.

Тимофей Михайлович Горшков Асанкасси ялĕнче çуралнă. Вĕсен çемйинче çичĕ ача пулнă. Тимукăн пиччĕшĕ Игнат тата икĕ шăллĕ Мишапа Петĕр вăрçăра паттăррăн кĕрешсе пуçĕсене хунă.

Тимофей Горшков 1939 çулта салтака каять. Часах вăрçă пуçланать. Малтанхи кунĕсенчех ман асатте фронта лекет. Унăн çамрăклăхĕ савăнăçлă, телейлĕ пулайман, ĕмĕчĕсене вăрçă пĕтĕмпех татнă. Ытти салтаксемпе пĕр тан, хăйне шеллемесĕр мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ. Вăл Кавказра та пулнă, унта самолетсене юсанă.

Польшăра тăшмана хирĕç кĕрешнĕшĕн ăна "Польский крестпа" чысланă. Асатте 1946 çулта çеç тăван ене таврăннă, çав çулах авланнă. Нумай çул вăл колхозра кладовщикра вăй хунă.

Асаннепе - Екатеринăпа - иккĕшĕ сакăр ача пăхса ỹстернĕ.

Манăн асаттен пурĕ сакăр медальпе орден. 1981 çулта йывăр чире пула вăл çĕре кĕнĕ.

Ветерансен шучĕ çулсерен чакса та чакса пырать. Çавăнпа та пирĕн, çамрăк ăрăвăн, ылтăн пек хаклă çынсене упрама пĕлесчĕ, йывăр самантра пулăшасчĕ. Хаклă ветерансем, вăрçă паттăрĕсем, тылра вăй хунă çынсем, мухтав сире, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Пирĕншĕн эсир ырă та паха тĕслĕх. Тавтапуç сире çак пурнăçшăн!

Ирина ГОРШКОВА,

11-мĕш класс.

Асанкасси вăтам шкулĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика