Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ентешĕмĕр ячĕпе

27 февраля 2013 г.

Çут тĕнчерен питĕ çамрăкла уйрăлса кайнă паттăр ентешĕмĕре Асанкассисем паянхи кун та асра тытаççĕ. Вăл — Гурий Назарович Рипанов. 1933 çулта мартăн вуннăмĕшĕнче çуралнăскер, мĕн пĕчĕкрен летчик пулма ĕмĕтленнĕ. Ялти çичĕ класлă, унтан Хурамал вăтам шкулĕсене ăнăçлă пĕтерсен Актюбинск хулинчи (Казахстан) авиаци училищинче пĕлÿ пухма тытăннă. Тăрăшуллă чăваш ачи хăй мĕн ĕмĕтленнине пурнăçланă — 1951—1955 çулсенчи вĕренÿ хыççăн вăл летчик пулса тăнă. Чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри пулнипе, кĕçех Гурие çĕнĕ самолетсене вĕçтерсе тĕрĕслеме явăçтарнă. 1963 çулта май уйăхĕнче пĕр вĕçев уншăн синкерлĕ вĕçленет. Самолет хăйĕн хуçине итлеме пăрахать, юрăхсăра тухать. Летчик-испытатель, хула çине ÿкерес мар тесе, çунатлă машинине аяккалла илсе каять. Çапла вара хăй пурнăçне çăлма вăхăчĕ те юлмасть. Вăтăрти çамрăк Могилев облаçĕнчи Кричева хули çывăхĕнче чăн-чăн паттăрла пуç хурать. Мăшăрĕпе икĕ ачи тăлăха тăрса юлаççĕ.

Кăçал та, нарăсăн 23-мĕ-шĕнче, Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕнче, паттăр ентешĕмĕр Гурий Назарович Рипанов ячĕпе (пурăннă пулсан вăл 80 çул тултармаллаччĕ) вун иккĕмĕш хут турнир иртрĕ. Ăна йĕркелессипе кунти физкультура учителĕ Г.Н. Петухов нумай тимлет. Спонсорла пулăшу парас ĕçре вара «Асаново» ЯХПК ертÿçи А.Н. Бахтеров, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Н.Карпов пуçарулăхне палăртмалла.

Шкул ачисем волейболла выляма юратни — куç кĕрет. Çĕнтерÿçĕ пулас тесе пĕтĕм вăя, ăсталăха усă курчĕç вĕсем. Пилĕк командăран Тукай Мишер каччисем чи маттуррисем пулчĕç. Асанкасси спортсменĕсем — иккĕмĕш вырăн хуçисем, виççĕмĕшсем — Çĕнĕмăратсем. Комсомольски 2-мĕш, Урмаел вăтам шкулĕсен волейболисчĕсем те ăмăртура питĕ тăрăшрĕç.

Спортăн çамрăк тусĕсене паллă ентешĕмĕрĕн йăмăкĕ Роза Назаровна Белкова, ачалăхри тусĕ Василий Иванович Озеров учитель-пенсионер хĕрÿллĕн саламларĕç, чăн-чăн салтак пулма сывлăх сунчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика