Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăра пуç хунисен ячĕпе - палăк

13 мая 2015 г.

Майăн 8-мĕшĕнче ĕçлĕ çулçỹревпе районта пулнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Асанкасси ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă çĕнĕ палăка уçнă çĕре хутшăнчĕ. Асăннă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов, ял çыннисем тата хăнасем йышлăн хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев паян пурăнакансен тивĕçĕ пирĕн мăн асаттесемпе асаттесен, аттесен паттăрлăхĕ çинчен пулас ăрусене те каласа парасси, вĕсене асăнса лартнă палăксене упрасси пулнине каларĕ. Ял çыннисене ырă ĕç пуçарса ăна вĕçне çитернĕшĕн тав турĕ. Чăнах та, питĕ пысăк ĕç тунă ĕçчен халăх. Палăк тавра тăпра купаласа хăпартнă, çулне брусчатка сарса хăтлăлатнă, йывăçсем, чечексем лартса тухнă.

Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа Асанкассисисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламларĕ. "Çĕнтерỹ - пирĕн халăхăн питĕ чаплă çитĕнĕвĕ. Совет салтакĕсем хăйсене хĕрхенмесĕр паттăррăн кĕрешнипе, тăван çĕре чунтан юратнипе çĕршыва фашизмран тасатнă. Чăваш Енрен 200 пин çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен 106 пинĕ каялла таврăнайман. Çавăнпа иккĕмĕш тĕнче вăрçи мĕн хака ларнине пирĕн манма юрамасть.

Патриотизм туйăмĕпе пĕрлешсе, Асанкасси ял çыннисем Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ентешĕсене асăнса палăк туса лартни - питĕ паллă событи. Çак ĕçе хăйсен тỹписене хывнисене чĕререн тав тăватăп. Палăк фронтовиксен паттăрлăхĕпе мухтавĕ çинчен аса илтернисĕр пуçне халăхсен пĕрлĕхĕн, туслăхĕн символĕ те пулса тăрĕ", - палăртрĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ архитекторĕ, "Мой город" ООО директорĕ Сергей Лукиянов палăка проектланă чухне Расул Гамзатовăн сăввипе кĕвĕленĕ "Журавли" юрă хавхалантарнине каласа пачĕ. Асăннă проекта пурнăçа кĕртме ăна А.П. Герасимов дизайнер, çывăх çыннисем те пулăшнă. Хула строительствин аталанăвне тата обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн С.П. Лукиянова ЧР Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысларĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.Красновпа К.Мифтахутдинов, палăк тăвас ĕçе пуçарнă К.Салаев, Шупашкарти "Сеспель" АХО тĕп инженерĕ В.Индубаев та пухăннисене Аслă Çĕнтерỹ уявĕпе, палăк уçнă ятпа салам тата тав сăмахĕсем каларĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе ытти хăнасем палăк тавра кăвак чăрăшсем лартса хăварчĕç.

Палăка савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн Михаил Игнатьев ял çыннисемпе калаçрĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине тĕплĕн хуравларĕ. Михаил Васильевич "Слава картофелю" агрофирмăн уйне те çитрĕ. Унта предприяти ертỹçипе Хасиятулла Идиатуллинпа тата механизаторсемпе тĕл пулса çĕрулми лартас ĕç епле пынипе паллашрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика