Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи ырă пурнăçшăн тăрăшнă

17 января 2015 г.

Каçал тăрăхĕнчи 54 ялтан чи пысăккисенчен пĕри - Асанкасси. Юлашки çулсенче вăл тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕ. Çамрăк мăшăрсем тăван кĕтесрех тĕпленеççĕ, пысăк та илемлĕ, капмар, мăнаçлă çуртсем çĕклеççĕ. Ĕçчен те пултаруллă халăх пурăнать кунта. И.Н.Ульянов ячĕллĕ колхоз уй-хирĕнче , ферминче пурнăç тăршшĕпе вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем Асанкассинче сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн çуралнăскерсем, пĕчĕклех терт-нуша курса ỹснĕ, ачалăха манса аслисемпе танах ĕçе кỹленнĕ.

Çав асаплă та йывăр вăхăта Тамара Васильевна Петухова халĕ те куççуль кăлармасăр аса илеймест. Ашшĕ фронтра пуç хунă, çавăнпа амăшĕ кулянса яланах: "Вăрçă пирĕншĕн нихçан та пĕтмест пуль", - тесе йĕнĕ. Йĕпеннĕ куçне шăла-шăла Тамара аппа сăмах çăмхине малалла сỹтрĕ. Кăрлач уйăхĕнче 80 çул тултараканскерĕн ăс-тăнĕ çивĕч-ха: пулни- иртнине лайăх ас тăвать. "Шкулта çичĕ çул пĕрле вĕреннĕ юлташăмсене чиркỹре асăнтаратăп... Вĕсемшĕн чун ыратать. Пурăнмалла та пурăнмалла халь савăнса. Ĕлĕк выçă хырăмпа шкулта урокра лараттăмăр, хăвăртрах киле çитсе çиес килетчĕ. 7 класс пĕтернĕ хыççăн малалла пĕлỹ илес ĕмĕтĕм пысăкчĕ, анне чирленипе вĕренеймерĕм", - тет ватă çын пăшăрханса. Хĕр ача 1950 çулта ĕçе кỹлĕннĕ. Вутă хатĕрлеме, утă çулма, кунне 30 сотăй тырă вырма чăтăмлăхĕ, вăй-халĕ ăçтан çитсе пынă-ши?

   Мăшăрне вăрçăра çухатнă амăшĕ тепре качча кайса икĕ ача çуратнă, чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Иккĕмĕш упăшки те нумаях пурăнайман. Вун çиччĕри Тамара пилĕк çулти Александрапа, иккĕри Зойăпа тăрса юлнă. Хăр тăлăх шăллĕпе йăмăкĕшĕн вăл ашшĕ те, амăшĕ те пулнă. Тамара ял каччипе Василий Егорович Петуховпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Мăшăрĕ трактористра, бригадирта вăй хунă, колхозри строительство ĕçне ертсе пынă. Ашшĕ-амăшĕ пур ĕçе те вăхăтра, тирпейлĕ тунине чун тĕпренчĕкĕсем пĕчĕкрен курса ỹснĕ. Çемьери 6 ача туслă пурăннă. Аслисем кĕçĕннисене пăхнă, килти ĕçсене пурнăçланă. Ывăл-хĕрĕ халĕ çемйисемпе тĕрлĕ вырăнта пурăнаççĕ. Шел, телейлĕ çак тапхăра ашшĕ кураймарĕ, 1985 çулта çĕре кĕчĕ. Кĕçĕн хĕрĕн çемйипе пурăнать Тамара аппа. Чăннипех пуян вăл:12 мăнукпа вĕсен 9 ачи çине пăхса тăранаймасть. Кил-çурчĕ кермен пек, икĕ хутлă, шывĕ, газĕ - пурте пур. Хулари хваттертен те кая мар. Ачисем кăна мар, ỹссе пыракан çамрăк ăру та савăнăç кỹрет ватă асанне-кукамая. "Ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвала", - тенĕ ваттисем. Кинемей алă усса ларма хăнăхман. Вăхăт тупăнсанах шăпăр çыхать, çулла милĕк хатĕрлет, кăмпа-çырла пуçтарать вăл. Хуçалăхри ĕçсене те пурнăçлама май тупать. Тамара Васильевна Петухова, ялти пек каласан Тамара аппа, çут çанталăка юратать, çынсемпе ăшшăн калаçать, Турра ĕненсе унран пулăшу ыйтать. Çавăнпах хăйне лайăх туять.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика