27 декабря 2014 г.
Афганистанри вăрçă Тăван çĕршыв историйĕнче те тарăн йĕр хăварнă. Совет çарĕсене Афганистана кĕртнĕренпе 35 çул çитрĕ. Салтаксем, офицерсем, генералсем присягăна çирĕп пăхăннă, пĕр-пĕрне сутман, паттăрлăх, хăюлăх кăтартнă, юлташлăх туйăмĕ çирĕпленнĕ. Афганистанра çав вăхăтра службăра пулнă 225 ентешрен пĕри пирĕн хушăрах ĕçлет. Вăл - "Каçал ен" хаçат редакцийĕн водителĕ Владимир Ильич Тимофеев.
Владимир Асанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ялти вăтам шкулта 10 класс пĕтернĕ хыççăн, çамрăклах техникăпа интересленнĕскер, Канашри ДОСААФ автошкулĕнчен вĕренсе тухать, вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пырать. 18 çула çитнĕ каччăна салтака кайма повестка параççĕ. Володя ку хыпара хапăлласах йышăннă, çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама ачаранах ĕмĕтленнĕ вăл.
Малтанах çамрăк салтак Туркмен республикине лекет. Унта пĕр уйăх вĕренỹре пулнă хыççăн Афганистана илсе каяççĕ. Мĕн кăна тỹсмен-ши çак вăрçăра? Кашни утăмрах хăрушлăх кĕтсе тăнă. Володьăна руль умне лартаççĕ. Афганистанăн тĕрлĕ районĕнче вырнаçнă чаçсене краççын, снаряд турттарма пуçлать. Çĕрĕн-кунĕн витререн тăкнă пек лỹшкекен çумăр лăпăртаттарса пĕтернĕ çулсемпе улăхсем, сăртсемпе тусем хушшинче çỹреме тивет унăн. Çул çинче темĕнле пăтăрмах та пулать, пĕр кĕтмен çĕртен "духсем" сиксе тухса ту хушăкĕсене чăмтарма та, сирпĕтсе яма та пултарнă, çавăнпа та тимлĕхе пĕр самантлăха та çухатма юраман.
- Вăрçă çынна хĕрхенмест, вăл ăна пĕр шелсĕр таптать. Хĕрỹ çапăçура батальонсен шучĕ кунран-кун чакса пыратчĕ, унсăр пуçне тĕрлĕ чир-чĕр те аптăрататчĕ. Шăпах çавăнта эпĕ туслăха, пурнăçа тата ытларах хаклама пуçларăм. Афганистан çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă салтаксем паян кун та манăçмаççĕ, - тет Владимир Ильич.
Вутра çунман, шывра путман чăваш каччи килне 1985 çулта таврăнсан Комсомольскинчи сельхозтехникăра водительте ĕçлеме пуçлать. 1988 çулта Çĕнĕ Сĕнтĕрти кăмăллă хĕрпе, Светланăпа, паллашса çемье çавăрать. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. 2007 çултанпа Владимир Ильич "Каçал ен" хаçат редакцийĕнче водительте ĕçлет. Вăл техникăна яланах таса та юсавлă тытать, кирек хăш вăхăтра та рейса тухма хатĕр.
Источник: "Каçал Ен"