Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Герой ячĕпе - ăмăрту

10 декабря 2014 г.

Иртнĕ канмалли кунсенче районти физкультурăпа спорт комплексĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Н. Чернов ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртнĕ. Турнира декабрĕн 9-мĕшĕнче паллă тавакан Раççейри Çĕршыв геройĕсен кунне те халалланă.

Ăмăртăва уçнă çĕре Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Петр Краснов, "Кĕтне" ФСК директорĕ Евгений Тихонов, тренерсемпе хăнасем хутшăннă.

Кăçалхи тупăшура районти, кỹршĕ районсемпе хуласен спортсменĕсем вăй виçнĕ. Чи маттуррисемпе вăйлисем çĕнтернĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекен районти спортсменсем те малти вырăнсене йышăнма пултарнă. Сăмахран, 42 килограмлă виçере Станислав Пыркин, Рая Школьникова (Асанкасси) - пĕрремĕшсем, Радиф Мифтахутдинов (Урмаел), Марина Степанова (Анат Тимĕрчкасси) иккĕмĕшсем пулнă. Ранил Акшов (Урмаел) 50 килограмлă, Дмитрий Андреев (Анат Тимĕрчкасси) 46 килограмлă виçесенче пурне те парăнтарнă, Артем Катмаков (Асанкасси) иккĕмĕш пулнă. Çавăн пекех ăмăртура Асанкасси каччисем Геннадий Школьников, Анатолий Родионов, Дмитрий Яндров, Владимир Романов (Анат Тимĕрчкасси) палăрнă. Хĕрсенчен Виктория Карпова (Асанкасси) çĕнтерĕве алăран вĕçертмен, Катерина Никифорова, Яна Осипова, Карина Степанова, Ангелина Тимофеева (Анат Тимĕрчкасси) малти вырăнсене йышăннă. Хастар спортсменсене В.Денисов, Г.Петухов тренерсем хатĕрлеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика