Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунă çитĕнỹсемпе çырлахмасăр малалла талпăнмалла

27 августа 2014 г.

Иртнĕ юнкун Шупашкартан пирĕн района килнĕ информаторсен ушкăнне ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ П.С.Краснов ертсе пычĕ. Вăл районти тĕрлĕ объектсене çитсе курнисĕр тата халăхпа тĕл пулнисĕр пуçне "Каçал ен" хаçатăн темиçе ыйтăвĕ çине хуравлама та ĕлкĕрчĕ.

- Петр Степанович, Комсомольски районĕнче кăçал Республика кунĕ иртрĕ. Çав кунхи мероприятисене республика влаçĕсем, килсе курнă хăнасем мĕнле хак пачĕç? Сирĕн шутăрпа, районта пурăнакансем хăйсене шаннине тỹрре кăларчĕç-и?

- Чăваш Республикин тĕп уявне 2014 çулта район территорийĕнче ирттермелли ирĕке Комсомольскисем муниципаллă районсемпе хула округĕсем хушшинче ирттернĕ конкурса хутшăнса çĕнсе илчĕç. Июнĕн 24-мĕшне район тĕплĕн хатĕрленнипе Республика кунĕ çỹллĕ шайра иртрĕ, çакна хăнасем те палăртрĕç. Вĕсем пысăк хак пани пирĕн район ĕçчен, пултаруллă тата яваплă çынсемпе пуян пулнине тепĕр хут çирĕплетет.

- "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли стажа чакарас пирки пĕрре мар сăмах çĕкленчĕ. Çак ыйту çине мĕнле хурав пур Сирĕн?

- Паянхи куна Чăваш Енре "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" (ĕç стажĕпе) ята 25176 çын тивĕçнĕ. Комсомольски районĕнче ун пеккисем 670-ĕн. Ветеран ятне илмелли ĕç стажне чакарас ыйтăва республикăра пăхса тухаççĕ. Малашне ĕç стажне арçынсемшĕн те, хĕрарăмсемшĕн те 2,5 çул чакарасшăн. Анчах та çакăн валли хушма 250 миллион тенкĕ кирлĕ, республика хыснинче асăннă сумма хальлĕхе çук-ха. Тỹлевсем валли укçа çăл куçне тупса палăртсан, çак йышăнăва тăваççех.

- Пирĕн район социаллă аталану, ял хуçалăхĕнчи лару-тăру енĕпе мĕнлерех вырăн йышăнать?

- Республика Правительстви пулăшнипе тата патшалăх программисене хутшăннипе муниципалитет социаллă сферăна укçапа тивĕçтересси çулсерен аванланса пырать. 2013 çулта тĕрлĕ программăсем тăрăх районти 35 çемье çурт-йĕр тума е туянма 18 миллион ытла тенкĕлĕх субсиди илчĕ. Республика кунĕнче вара район кĕтнĕ парнеллĕ - çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕллĕ - пулчĕ.

Ял хуçалăхĕ те малалла аталанать. Иртнĕ çул, типĕ çанталăка пăхмасăрах, лайăх тухăç илнĕ. Хуçалăхсем пỹлмесене пĕрчĕллĕ тĕш тырă вăрлăхне тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли фуражлăх çителĕклĕ хывса хăварнă. Çуркунне ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра, пахалăхлă туса ирттернĕ. Хуçалăхсен кĕлечĕсем кăçал кĕркунне те тулли пулас шанчăк пур.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен машинăпа трактор паркĕсем те тăтăшах çĕнĕ техникăпа пуянланаççĕ. Районăн социаллă экономикин кăтартăвĕсем нихăçан та япăх пулман, çак позицие пирĕн упраса хăвармалла.

- Ача çураласлăх аванланнипе ача сачĕсенче çав-çавах вырăн çитмест-ха. Петр Степанович, иртнĕ çулсенче тăван района мĕнле инвестицисем илсе килме май пулчĕ? Çитес 2-3 çулта социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен строительстви пуçланас шанчăк пур-и?

- "Шкул çулне çитменнисен вĕренĕвĕ" çумпрограммăпа килĕшỹллĕн, 2013 çулта Комсомольскинче 140 вырăнлăх, Тукай Мишерĕнче 40 вырăнлăх ача сачĕсем хута кайрĕç. Чăн та, çакăнпа районта шкул çулне çитменнисем хушшинчи черет ыйтăвĕ татăлмарĕ, çавăнпа çĕнĕ садиксем тумаллах. Хальхи вăхăтра Урмаел тата Нĕркеç ялĕсенче ача сачĕсем çĕклеме проектпа смета хучĕсем тăвас ĕç пырать.

Районта тăрăшсах çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленеççĕ. Нĕркеçпе Шурут вăтам шкулĕсенче хальлĕхе спортзалсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. 2015 çулта Элпуçĕнче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн строительстви пуçланмалла. Унăн проектпа смета докуменчĕсем патшалăх экспертизи витĕр тухрĕç ĕнтĕ. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 157,1 миллион тенкĕ.

- Петр Степанович, тавах Сире калаçушăн.

Л.ШУРЯШКИНА калаçнă

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика