Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар

06 августа 2014 г.

Августăн 1-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнче пурăнакан Надежда Спиридоновна Леонтьева хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çав ятпа юбиляра район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ, хаклă парнесем парса хисеп турĕ. Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов вара салам сăмахĕсене Хисеп грамотипе çирĕплетрĕ. Социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçипе Ираида Никитинăпа районти культурăпа кану центрĕн методисчĕ Валентина Курицына та айккинче тăмарĕç. Вĕсем Надежда Спиридоновнăна чун-чĕререн тухакан çепĕç сăмахсемпе ăшшăн саламласа тата тепĕр 100 çул пурăнмашкăн çирĕп сывлăх сунчĕç. Кил-çурт районтан хисеплесе çитнĕ хăнасемпе çеç мар, ĕмĕрне пĕрле пурăнса, ĕçлесе ирттернĕ кỹршĕ-аршăпа тата ял-йышпа та тулчĕ. Çынсем ăна тараватлăхпа ăшă кăмăлĕшĕн юратаççĕ, хисеплеççĕ.

   Надежда Спиридоновна пĕр ĕмĕр каялла Асанкасси ялĕнчех çут тĕнчене килнĕ. Мĕнех тăвăн, саманине кура 20-мĕш ĕмĕрĕн пĕтĕм йывăрлăхне тỹссе ирттерме тỹр килнĕ ăна. Хĕр çулне çитсен те темшĕн çемье çавăрма шутламан çамрăкскер. Ĕмĕрне вăл хĕр халлĕн пурăнса ирттернĕ.

    - Яланах ĕçе васкатчĕ аппа, вăл ĕçпе тата пирĕнпе, шăпăрлансемпе, йăпанатчĕ, - аса илет ачалăхне Николай Иванович Чапрасов. Килĕштерсе пурăннă йышлă çемье.

    Вăрçă вăхăтĕнче Надежда Спиридоновнăна Иваново облаçне торф кăларнă çĕре яраççĕ, каярах унăн вăрман касма та тỹр килет. Яла таврăнсан хĕр Комсомольски вăрман хуçалăхне ĕçлеме вырнаçать. Кунта вара вăл калча хатĕрлесе вĕсене çитĕнтерес енĕпе тăрăшать. Ĕçри çитĕнỹсемпе тăрăшулăхшăн Надя аппана пĕрре мар Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем парса чысланă, килти архивра медаль те упранать. 1994 çулта вăл Тутарстан Республикин Хисеп грамотине тивĕçет.

    Паянхи кун Надежда Спиридоновнăпа 88 çулхи Дарья Ивановна Нина Моисеевнăпа Николай Иванович Чапрасовсен çемйинче пурăнаççĕ. Кил хуçисем тарават та уçă кăмăллă пулмасан, ватăсене хисеплесе сума сумасан çак çула çитейĕтчĕç-ши вĕсем?

    - Вăхăтĕнче вĕсем пире ура çине тăма, ырăпа усала уйăрма вĕрентнĕ, çĕре çити пуç тайса тав тăватăп, аппаçăм, сана уншăн. Халĕ вара, ватлăхра, пирĕн сире сума сумалла, - терĕ çемье пуçĕ.

    - Лайăх пăхаççĕ пире иксĕмĕре, çак çула çитессе шутламан та. Чăнах та, эпĕ нумай пурăнтăм, сире пурсăра та ман çула çитме сунатăп, пархатар, ырă курмалла пултăр сирĕн пурсăрăн та мана сума сунăшăн, - пехиллерĕ пухăннă хăнасене сумлă ватă куççульленсе. - Районта ман çула çитнисем тата та пур-тăр-ха?- кăсăкланчĕ çав вăхăтрах юбиляр.

     "Ватта сума сăвакан хăй те ырă куракан", - тенĕ ваттисем. Ун пирки иккĕленме кирлĕ те мар. Эпир те Надежда Спиридоновнăна çак паллă кун ячĕпе чĕререн саламласа сывлăх, телей сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика