Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсене пăхмасăр чĕрере хĕмленет юрату

12 июля 2014 г.

Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче районта чыс-сума тивĕçнĕ çемьесене саламларĕç. Вĕсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медаль парса чысларĕç. Общество наградине 25 çул ытла пĕр-пĕринпе килĕштерсе юратупа пурăнакан, ачисене сывă та тĕрĕс-тĕкел, лайăх воспитани парса ỹстернĕ, хăйсен тỹрĕлĕхĕпе, çемье çирĕплĕхĕпе чыс-хисепе çĕнсе илнĕ мăшăрсене параççĕ. Асанкассинче пурăнакан Раиса Никифоровнăпа Виталий Григорьевич Яндровсем, Тăманлă Выçлинче тĕпленнĕ Раиса Николаевнăпа Николай Андреевич Потаповсем, Çĕнĕ Каçалти Галина Алексеевнăпа Николай Васильевич Ивановсем - тĕслĕхлĕ çемьесем.

Вĕсенчен пĕрле чи нумай пурăнаканнисем, пурнăç çулĕпе алла-аллăн утаканнисем - Яндровсем. Мăшăр 53 çул пĕрле пурăнать. Çак вăхăтра телейĕ те, кулянмалли те сахал мар пулнă паллах. Анчах та вĕсем пĕр-пĕрин хушшинчи юратăва нихăçан та сỹнме паман.

- Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатасси пулать, анчах та иксĕмĕр хушăри калаçăва, вăрçăннине çын çине кăларман. Кỹрентересси те пулнă пуль, анчах яланах пĕр-пĕрне каçарма пĕлнĕ, ăнланнă. Çемье телейĕ ăнланура, хаклама пĕлнинче, пĕр-пĕрне пулăшса пынинче. Пĕр çăвартан пурăнакан мăшăрсен çеç çемйи çирĕп, - пĕлтерчĕ Виталий Григорьевич. Яндровсем 7 ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Чи кĕçĕнни, Вячеслав, ашшĕ-амăшĕпе тĕп килте тĕпленнĕ. Ыттисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ пулин те, тăван киле илсе çитерекен çула такăрлатсах тăраççĕ. Вăхăт тупăнсанах тăван яла вĕçтерсе çитеççĕ. Раиса Никифоровнăпа Виталий Григорьевичăн телейĕ ачисемпе мăнукĕсенче.

Çĕнĕ Каçалта тĕпленнĕ Ивановсем те çак медале тивĕçни ахальтен мар. Вĕсем 39 çул пĕрле. Çемье пуçĕ çар çынни пулнă май, вĕсем Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăннă. Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени йывăр вăхăтра пулăшнă. Паянхи кун та Ивановсем пур ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ: выльăх-чĕрлĕх пăхмалла-и, утă çулмалла-и, пахчара ĕçлемелле-и... Николай Васильевич, тивĕçлĕ канура пулин те, Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕнче электрикре тăрăшать, Галина Алексеевна - районти "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ.

Кашни çемьен хăйĕн историйĕ, йăли-йĕрки, анчах та вĕсене пурне те чун-чĕрери пĕр таса туйăм - юрату - пĕрлештерсе тăрать. Потаповсен çемйинче те яланах килĕшỹпе тăнăçлăх хуçаланни мăшăр çине пăхсанах уççăн палăрать. Вĕсем шăкăл-шăкăл калаçаççĕ те пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса илеççĕ. Пирĕн те, çамрăксен, вĕсен çулне çитсен çапла пуласчĕ. Юратăвĕ те вĕсен мĕн ачаран тесен тĕрĕсрех пулĕ.

- Эпир Николайпа 8-10-мĕш классенче вĕреннĕ чухне яланах пĕрлеччĕ: шкул хорĕнче юрлаттăмăр, ташлаттăмăр. Хĕрпе каччăн калаçмалли, сỹтсе явмалли пулнах пулĕ. Кайран каçсерен урама тухаттăмăр. Чылай çул пĕрле туслă çỹренĕ. 1976 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче çемье çавăртăмăр. Тĕп килте тĕпленнĕ, хунямапа 35 çул килĕштерсе пурăнтăмăр. Вăрçăнса, сăмахласа курман. Мăшăрпа яланах пĕрле эпир. Вăрмана çырлана, кăмпана çỹретпĕр, выльăх-чĕрлĕх пăхатпăр, кил картишĕнче ĕçлетпĕр. 39 çул пĕрле пурăнса пĕр-пĕрне кĕвĕçсе курман, - терĕ ăшшăн кулса Раиса Николаевна. Потаповсем 3 ывăла тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. Вĕсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă.

Маттур, хисепе тивĕçнĕ çемьесене районти тĕп библиотекăра чысларĕç. Уява пухăннисене В.Боровкова библиотекарь уяв историйĕпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Миннетуллин, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ И.Никитина, ЗАГС начальникĕ Р.Суратова çемьесене ăшшăн саламларĕç, медальсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Комсомольски, Тукай, Асанкасси ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем те хăйсен тăрăхĕнче пурăнакан çемьесемпе мухтаннине, вĕсенчен тĕслĕх илнине каласа хăварчĕç, мăшăрсене чун-чĕререн саламларĕç, малашне те çирĕп сывлăхпа пурăнма, ачисемпе мăнукĕсен пархатарне курма сунчĕç.

Çак савăнăçлă мероприятирех виçĕ ачаллă Михайловсен çемйине республикăн амăшĕн капиталне илмелли сертификата парса чысларĕç. Патшалăх уйăракан укçа-тенкĕ çемье бюджетĕнче вырăн тупатех.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика