Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваспах çула тухать

26 января 2013 г.

Чылайăшĕ шкул вĕренсе пĕтерсен хăйсене пуринчен ытла килĕшекен, кăмăла каякан профессие суйласа илет те кайран ĕмĕрĕпе çав ĕçре вăй хурать. Асанкасси ялĕнче пурăнакан Николай Григорьев пирки те çакнах калас килет. Вăл чылай çул ĕнтĕ кашни кун ирпе ирех руль умне ларать те ĕçе васкать. Николай Данилович «Асаново» ЯХПКра водительте ĕçлет. Хуçалăхăн ферми ялтан чылай аякра вырнаçнăран кунсерен дояркăсемпе выльăх пăхакансене унта турттарать: ирпе пĕрре, каçпа тепре лартса каять ĕçченсене, унтан каялла илсе килет. Çуллахи вăхăтра механизаторсем патне хире кайса вĕсене апатлантарать.

1967 çултанпах руль умĕнче Н.Григорьев. Малтан, çар службинчен таврăнсан, Чĕмпĕрте водительте ĕçленĕ. Таçта та çитсе курнă, кунĕпе руле алран яманнисем те пулнă унăн. Ултă çул каялла тăван тăрăх хăй патне туртнине ăнланса илсе яла таврăннă вăл, «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçлеме пикеннĕ. «Хуçалăх ĕçĕпе таçта та çитме тивет: Комсомольскинче час-часах пулатăп, Канаша кайкалатăп. Хаваспах çула тухатăп, маншăн ку пĕрре те йывăр мар», — пĕлтерет Н.Григорьев. Хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлать вăл, çавăншăн хисеплеççĕ те ĕнтĕ ăна коллективра.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика