21 мая 2014 г.
Питĕ хитре, илĕртỹллĕ вăхăтра çут тĕнчене килнĕ Вера Петухова. Çу уйăхĕнче пĕтĕм çут çанталăк чĕрĕлсе ешерме пуçлать-çке, йывăç-курăк, чечексем çеçкене лараççĕ. Çак саманта чунтан юратакан Вера Петровна иртнĕ кунсенче хăйĕн 55-мĕш çуркуннине кĕтсе илчĕ. Хыçа хăварнă çул çине çаврăнса пăхсан питне хĕретме тивмест унăн: çынсене кăтартмалăх йĕр çырăнса юлнă, ял-йыш çине тухмалăх чыс-сум та, çаврăнăçулăх та, ăсталăхпа чăтăм-тỹсĕм те пур темелле. Хăйсен йăхне малалла тăсмалăх ача-пăча çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, асанне-кукамай пулнă. Апла пулин те юратнă ĕçрен халех уйрăласшăн мар-ха маттур та вăр-вар хĕрарăм, килте пурнăçа кĕртмелли ĕç пайтах, ачисене те, вĕсем ури çинче çирĕп тăраççĕ пулин те, пулăшас кăмăл пур ашшĕ-амăшĕн. Сашăпа Сергей ывăлĕсем - йĕкĕрешсем, иккĕшĕ те Чечен Республикинче спецназра службăра пулнă. Çар хыççăн ăста алăллă каччăсем техникум пĕтернĕ. Халĕ вĕсем те, Катя хĕрĕ те хулара çемйисемпе пурăнаççĕ, аслисене пилĕк мăнук савăнтарать. Хĕрарăма Турри çапла çырнă ĕнтĕ: пĕр вырăнта çуралса ỹсет те - ют çĕре качча каять, унта тымар ярса йыш хушма пуçлать.
Асанкассинче пурăнакан Вера Петухован ачалăхĕ Йĕпреç районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче иртнĕ. 1976 çулта хĕр шкул пĕтернĕ те ĕçлеме хулана тухса кайнă. ГЭСстройра тăрăшнă, Мускава та çитнĕ, кайран Чапаев ячĕллĕ заводра ĕçленĕ. Пулас мăшăрĕпе те, пирĕн районти Асанкасси каччипе Николай Петуховпа, унтах паллашнă. Йăрăс пỹллĕ, çĕмĕрт куçлă хỹхĕм хĕре куç хывакансем пайтах пулнă пуль, Верăн чĕри вара Николая суйласа илнĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерекен çамрăксем часах çемье чăмăртанă та упăшкин ялĕнче пурăнма пуçланă. Малтанлăха мăшăр ашшĕ-амăшĕпех пурăннă. Виçĕ ачаллă пулсан вара хăйсен "йăвине" çавăрнă, тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартнă, карти-хуралтине çавăрнă, уйрăм хуçалăх тытса пыма пикеннĕ. Çĕнĕ çын яла куçса килсенех сĕт-çу фермине ура ярса пуснă, унтанпах, вăтăр виçĕ çул ĕнтĕ, çак сукмака куллен такăрлатать. Пирвай дояркăра 4-5 çул ĕçленĕ, кайран ăна лаборанта куçарнă. Пуçарулăхне, яваплăхне кура кăштахран хĕрарăма ферма заведующийĕ пулма шаннă. 2010 çултанпа татах лаборантра тăрăшать Вера Петровна. Вăл сĕтĕн пахалăхне, унри çу, белок хисепне тĕрĕслет. Ирпе ултă сехет валлиех çитет вăл хăйĕн ĕç вырăнне. Уйăхне тăватă хутчен тĕрĕслевлĕ сăвăм тăваççĕ дояркăсем, ун чухне Верăн та тата иртерех килме тивет. Çакă пĕрре те йывăр мар уншăн, вăтăр çул ытла фермăра ĕçлесе хĕвел тухиччен çывăрса курман та пуль вăл. Çитменнине, ĕçе кайиччен килти йышлă выльăх-чĕрлĕхе те пăхса-апатлантарса хăвармалла. Петуховсем сăвакан икĕ ĕне тытаççĕ, сысни, çуллахи вăхăтра чăххи-чĕппи те картиш тулли кĕшĕлтетет. Вăрварскер, пур ĕçе те йăпăр-япăр пурнăçлама хăнăхнă, мăшăрĕ пĕтĕм ĕçре пулăшса пырать. Николай Васильевич та фермăра тăрăшать. Вăл скотник, каçхи хуралçă. - Ферма ĕнисен сĕтне çеç мар, кооператив халăхран пухакан сĕт пахалăхне те уйăхра иккĕ тĕрĕслетпĕр. Çынсене сĕтри çу хисепĕ епле пулнине кура укçа тỹлет хуçалăх, - терĕ хăйĕн ĕçне аван пĕлекен лаборант. Вера Петровна чечексем çитĕнтерме юратать, çавăнпах унăн килĕнче те, ĕç пỹлĕмĕнче те нумай вĕсем. Илеме кăмăллакан çын пулни тỹрех курăнать. Çавăнпа ĕçтешĕсем те кĕрсе çỹреме юратаççĕ ун пỹлĕмне.
- Пирĕн коллектив туслă, хастар. Çавăнпах ĕçе те килес килсех тăрать, пенси çулне çитнĕ пулсан та килте ларас кăмăл çук-ха. Ара, çын хушшине тухсан, пĕр-пĕринпе калаçсан кăмăл та уçăлса каять-çке. Çемьере килĕштерсе, ăнланса пурăнни, хамăн ĕçе юратни те ĕçлес хавхаланăва ỹстерет, - сăмахне малалла тăсрĕ Вера аппа. Ĕçчен те пултаруллă, уçă кăмăллă Вера Петровнăна малашне те пурнăçа юратса, пысăк ĕненỹпе тата шанчăкпа пурăнма сунас килет.
Источник: "Каçал Ен"