Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанкассинчи саперпа минесем

26 апреля 2014 г.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех Хĕрлĕ Çарăн чакма тивнĕ. Çак вăхăтра саперсем хỹтĕленмелли рубежсем, тĕрлĕрен чăрмавсем, тăшманăн чĕрĕ вăйне, танкĕсене çул çинче сирпĕтмелли вырăнсем хатĕрленĕ. Минерсем тăрăшсах минăсем лартнă: кирлĕ пулсан хамăрăнне те, тăшманăнне те каялла илсе хунă. Çакă питĕ хăрушă та йывăр професси. Ку ĕçре чăн-чăн арçынсем çеç пултараççĕ. Вĕсем кашни кунах вилĕмпе пурнăç хушшинче çỹренĕ.

    Пирĕн çарсем тапăнса çĕнтерсе пыма пуçланă вăхăтра саперсемпе минерсен ĕçĕсем уйрăмах палăрса тăнă. Вĕсем тăшмансем лартса хăварнă минăсене пуçтарнă, тĕрлĕрен чăрмавсенчен лаптăксене тасатнă. Çавăн пекех туртса илнĕ вырăнсене çирĕплетнĕ. Пирĕн районта çак профессие алла илекенсем вăрçă вăхăтĕнче нумайăн пулнă. Асанкасси ялĕнчи паттăрсемпе паллаштарасшăн. Вĕсем вăрçă вăхăтĕнчех пуçĕсене хунă вырăнĕсем те паллă.

    Степан Данилович Данилов, 1923 çулта çуралнă. Вăл 21-мĕш арминче истребительсен 1-мĕш батальонĕн сапер-подрывникĕ пулнă. 1942 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Сталинград тăрăхĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

   Дмитрий Миронович Миронов, 1915 çулта тата Григорий Ильич Яндров, 1908 çулта çуралнă, минерсем Калинински фронтĕнче, 5-мĕш уйрăм инженери бригадинче пĕрле çапăçнă. Г.И.Яндров ятарлă задание пурнăçланă чухне кĕпер çинче поезд айне лексе Калинин (халĕ Тверь) облаçĕнче 1942 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче вилнĕ. Д.М.Миронов шăпи те çăмăл пулман, вăл мина сирпĕннĕ вăхăтра 1943 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче Калинин облаçĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Вилнисен ячĕсене манмастпăр, иртнĕ тапхăрсене яланах асра тытни пире паянхи йывăрлăхсене çĕнтермешкĕн, чăн-чăн этеме кирлĕ пек пурăнма тивĕçлĕ майсем тумашкăн вăй-хал парса тăтăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика