05 апреля 2014 г.
Асанкасси ялĕнче пурăнакан Анна Михайловна Максимова апрелĕн 4-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ. Тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă хĕрарăм çав ỹсĕме çитнĕ тееймĕн. Кил картишĕнче аванах кăштăртатса çỹрет, хаçат-журнал вулама та кăмăлĕ пур. Пĕлтĕр вăл хаçатсенчи кашни материала тимлĕн вуланă-ха, халь куç витĕр курманни чăрмантарать. Ачисемпе, мăнукĕсемпе калаçса савăнать вăл. Пуплемелли, каласа памалли унăн нумай. Иртнĕ кунĕсене аса илсен куççульленмесĕр чăтаймасть. Вăрçă нушине чылай тỹснĕ кинемей. Хĕр пуçпа окоп чавнă вăхăта ăçтан манăн?
- Поездпа Мускава, Ленинграда хурсем илсе каятчĕç. Çул тăршшĕпех вĕсене вăрлатчĕç. Çамрăклăх нушаллă килчĕ. Савăнма вăхăчĕ те пулман вĕт. Питрав вăййине тухни çеç пирĕн кăмăла уçатчĕ, - ассăн сывласа аса илет ватă.
Анна Михайловнăпа Семен Федорович Максимовсем 3 ывăлпа 2 хĕр çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ, пĕлỹ илме пулăшнă. Унпа пĕрлех упăшкипе пĕр тăванĕн ывăлне те çитĕнтернĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ вилсен тăлăха юлнăскере хăйсен хỹттине илнĕ. Тăван ача вырăнне йышăннă ăна.
Анна аппа ĕмĕрĕпех тăван колхозра тăрăшнă. Чылай çул дояркăра ĕçленĕ вăл, ытти ĕçе те хутшăннă. Ỹркенмен, пуçне усман.
Паянхи кун кинемей Саша ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Вĕсем çумра пулнăшăн чунтан савăнать. Ытти ывăл-хĕрĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ. Вăхăт тупăнсанах тăван киле пуçтарăнаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"