Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе механизацилеме тăрăшмалла

16 января 2013 г.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре тăрăшакансен хĕл кунĕнче те канса ларма вăхăт çук. Кирек хăш вăхăтра та фермăсене пырса кĕрсен, вĕсенче пĕр самантлăха та ĕç чарăнманни палăрать. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин тата тĕп зоотехник Киям Гимальдинов фермăсем тăрăх рейда тухрĕç, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Малтанах вĕсем «Асаново» ЯХПКн ĕне фермине çитрĕç. ЯХПК председателĕ Александр Бахтеров тата ферма заведующийĕ Петр Никифоров ĕçсемпе туллин паллаштарчĕç, çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕç. Кунта паянхи кун 160 пуç сăвакан ĕне тытаççĕ. Юлашки кăтартусем тăрăх, талăкра вĕсем кашни 19,5-шер килограмм сĕт антараççĕ. Ку вăл — районти пĕрремĕш кăтарту. Ĕне лайăх сĕт антарни ăна мĕн çитернинчен, мĕнле пăхнинчен килет. «Асановăсем» çакна тĕпе хураççĕ те ĕнтĕ ĕçре. Михаил Афанасьев çамрăк пăрусене мĕнпе тăрантарнипе, мĕнле условисенче тытнипе уйрăмах интересленчĕ. «Ĕне тума тата какая яма çитĕнтерекен пăрусене, паллах, тĕрлĕрен тăрантармалла. Çапах та чи кирли — апат çителĕклĕ пулни, çамрăк выльăха выçă тăратманни», — пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăшне.

Малалла ушкăн «Восток» ЯХПКна çул тытрĕ, сысна фермин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Ку хуçалăх — районта чи нумай сысна усракансенчен пĕри (758 пуç). Фермăри лару-тăрăва тишкернĕ май, районтан килнисем хăш-пĕр витесенче юсав ĕçĕсем кирлине палăртрĕç, ĕçе çăмăллатмалли, продукцин хăй хаклăхне чакармалли мелсем сĕнчĕç. Ял хуçалăх кооперативĕн ĕне фермине те çитсе курчĕ ушкăн, мăйракаллă шултра выльăха мĕнле условисенче тытнипе паллашрĕ, ĕне ферминчи ĕçсем аван пынине палăртрĕ.

Юлашкинчен ĕçлĕ ушкăн çакăн пек пĕтĕмлетÿсем патне килсе тухрĕ: районти фермăсенчи ĕçе май килнĕ таран механизацилеме, çĕнĕ технологисене хута яма тăрăшмалла. Çакă продукцин хăй хаклăхне чакарма, кашни çыннăн ĕçне çăмăллатма, туса илекен продукцин пахалăхне ÿстерме пулăшать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика