Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанкассисем — йĕлтĕр йĕрĕ çинче

05 февраля 2014 г.

Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Асанкасси ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакансем вăрман хĕррине пухăнчĕç. Старта тăнисем тулли кăмăлпа ярăнса савăнчĕç, сывлăхне çирĕплетрĕç, пĕр-пĕринпе курса калаçрĕç. Ватти те, вĕтти те спорт уявне хутшăнчĕ. Уйрăмах шкул ачисемпе вĕрентекенсем хастар пулчĕç. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Карпов «Йĕлтĕр йĕрĕ — сывлăх, илемлĕх, кăмăл-сипет уявĕ. Çак уява çулран-çул мĕн чухлĕ халăх хутшăнать, пирĕн тăрăхра çавăн чухлĕ сывă çын пулать», — тесе хăй тĕслĕх кăтартрĕ. Çемьепе хутшăнакансем те пулчĕç: Портновсем, Салаевсем, Калюковсем, Петуховсем тата ыттисем те. Даниловсен çемйи 3 ăруран тăракан команда тăратнă.

«Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята Лена Калюкова тивĕçрĕ. Мала тухнисене ял поселенийĕн пуçлăхĕ парнесемпе хавхалантарчĕ.

Спорта юратакансем уçă та таса сывлăшра пулса çĕнĕ кун валли вăй пухрĕç.

О.КОПТАШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика