Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 100 çул тултарнă ятпа саламларĕç

11 января 2014 г.

Çак кунсенче Асанкассинче пурăнакан Мария Назаровна Копташкина 100 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Ăна саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Асанкасси ял тăрăхĕн специалисчĕ Римма Горбунова çитрĕç.

Михаил Романович юбиляра чечек çыххипе пĕрле Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн ятран янă саламлă Çырăвне те тыттарчĕ. «Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, чунтан сума сăватпăр», — терĕ Михаил Романович, парне парса.

Ватă çынна ăшă сăмахсемпе Римма Николаевна та саламларĕ, парнепе чысларĕ.

... Маня аппан 6 ача пулнă. Шел пулин те, вĕсенчен иккĕшĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Пурнăç йывăрлăхне пăхмасăрах вăл тата 4 ачана усрава илнĕ.

«Эпĕ аннерен 5 çулта тăлăха юлнă. Атте вăрçăра Калинин хули çывăхĕнче пуçне хунă. Пире, пиччепе иксĕмĕре, Мария Назаровна усрава илсе хăйĕн ачисемпе танах юратса ÿстерчĕ. Çакăншăн ăна çĕре çити пуç таятăп»,— терĕ уява килсе çитнĕ усрав хĕрĕ Александра Никифоровна Копташкина.

«Мĕнре-ши нумай çул пурăнаканăн вăрттăнлăхĕ?» — ыйтрăм Мария Назаровнăран. «Чи кирли вăл — пурнăçа юратни, çынсене хисеплени. Тата — сывă пурнăç йĕркине тытса пыни», — терĕ пĕр ĕмĕр çут тĕнче илемĕпе киленсе пурăнакан.

Юлашкинчен юбиляра саламласа Асанкасси информаципе культура центрĕн ĕçченĕ Елена Маштанова савăк юрă шăрантарчĕ.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика