Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанкассисемшĕн аллине хĕрхенмерĕç

11 декабря 2013 г.

Комсомольски районĕн 75 çулхи юбилейне халалланă смотр-конкурс декабрĕн 6-мĕшĕнче малалла тăсăлчĕ. Çак кун Асанкасси ял поселенийĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Концерт программи пуçланиччен куракансем культурăпа кану центрĕн фойинче Асанкасси ялĕн пурнăçне сăнлакан сăн ÿкерчĕксемпе паллашма пултарчĕç.

Малтанах Асанкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Карпов ял пурнăçĕ, унăн историйĕ, паллă çыннисем çинчен каласа пачĕ. Концерт программи вара питĕ пуян пулчĕ, ăна художество пултарулăхĕн тĕрлĕ жанрĕсенчен хатĕрленĕ. Уяв каçне хор вырăнти авторсем çырнă «Асанкасси» юрра шăрантарнипе уçрĕ. Ун хыççăн хĕрарăмсен ушкăнĕ, уйрăм юрăçсем, халăх инструменчĕсен оркестрĕ, хут купăсçăсен ансамблĕ, ташăçăсем куракансене илемлĕ номерсемпе савăнтарчĕç. Кăсăклă сценка та кулăшла пулчĕ. Асанкасси тăрăхĕнче юрă-ташăран чăннипех маттур çынсем пурăннине тепĕр хут курса-илтсе ĕненме пулчĕ çав кун. Акă, Иван Портновпа Николай Маргиданов сăввине те хайлаççĕ, кĕввине те хăйсемех хываççĕ, «пиçсе» тухнă юрра куракан патне те хăйсемех çитереççĕ. Вĕсен пултарулăхне залра ларакансем кăмăлласа йышăнчĕç.

Хĕрарăмсен ушкăнне, Елена Маштановăпа Ольга Стасюка тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Хут купăсçăсен ансамблĕ вара паллă тĕрлĕ юрăсен кĕввисене питĕ маттур вылярĕ, ар çынсене куракансем чылайччен сцена çинчен ямарĕç. Шкул ачисем те аслисенчен юлмаççĕ, халăх инструменчĕсене каласа юрлаттарчĕç те, ташлаттарчĕç те. Залран «Маттур!», «Бис!» тесе кăшкăрни артистсене тата та хавхалантарчĕ, вĕсем пурне те савăнăç, ăшă кăмăл парнелерĕç.

Концерта çитсе курайманнисем Комсомольски районĕн сайтĕнче видеопа тата сăн ÿкерчĕксемпе паллашма пултараççĕ. Смотр-конкурса малалла Тукай ял поселенийĕ тăсать, концерт декабрĕн 13-мĕшĕнче 18 сехет те 30 минутра пуçланать. Çитсе курма тăрăшăр.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика