20 ноября 2013 г.
Тăван анне мĕнпе танлашĕ;
Ун евĕр çын та çук пачах.
Этем пуласлăхĕ, малашлăхĕ,
Туссемĕр, аннере анчах.
Ун ырă ячĕ пултăр сывă,
Нихçан ан тухтăр манăçа,
Ун ячĕпе янратăр юрă,
Упрать вăл пирĕн пурнăçа.
Кашни çыншăн çĕр çинче чи хакли вăл — сана пурнăç парнелекен анне. Хĕрарăмсен пысăк тивĕçне хаклама, чыслама ятарлă кун палăртнă. Раççейре ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Аннесен кунне паллă тăватпăр. Обществăра тата пурнăçра аннесен ĕçне çÿлерех çĕклес, унăн тивĕçне кирлĕ пек хаклас, аннесене пĕрлештерес, пултаруллисене тупса палăртас тĕллевпе районти культура учрежденийĕсенче çак кун уявсем ирттерме палăртнă. Чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлани, чуна хумхантаракан юрă янăрани, сĕтел тавра ларса калаçу юхни чуна уçать.
Районти хĕрарăмсен обществăлла совечĕ те Аннесен кунне анлă уявлама хатĕрленет. Малтанах палăртнă тăрăх, çывăх вăхăтра районти ЗАГС пайĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса çур ĕмĕр хушши юнашар утакансене чыслăпăр. Унпа пĕрлех РФ Пенси фончĕн районти управлени-йĕнче ача амăшĕсене сертификат парса саламлĕç.
Район шайĕнчи обществăлла ĕçре маттур та хастар, пултаруллă та ĕçчен хĕрарăмсене тупса палăртас тĕллевпе «Восславим женщину» конкурс йĕркелени те паха пулчĕ. Конкурсра Нĕркеç вăтам шкулĕн директорĕ Надежда Петрова çĕнтерчĕ.
Йÿç Шăхаль ялĕнчи Людмила Козловăпа хĕрĕн ал ĕçĕсене республика шайĕнче иртекен конкурса тăратрăмăр. Амăшĕпе хĕрĕ вĕтĕ шăрçаран тухья, мăй, кăкăр çине çакмалли хатĕрсене çав тери илемлĕ ăста-лаççĕ.
Хаклă аннесем, сире çывхарса килекен уяв ячĕпе саламлатăп. Пурнăçра ăнăçу, телей сунатăп.
В.КУРИЦЫНА.
Источник: "Каçал Ен"