Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк шанăçпа ĕçлеççĕ

16 ноября 2013 г.

Çак маттур та тăрăшуллă хĕрарăмсемпе эпĕ «Асаново» ял хуçалăх производство кооперативĕнче паллашрăм. Виççĕшĕ те Асанкассинче çуралса ÿснĕскерсем, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илнĕ, виççĕшĕ те пĕр специальноçпа коллективра ĕçлеççĕ. «Чылай çул ĕнтĕ пĕр çемьери пекех пурăнатпăр, хуйхи-суйхине те яланах пĕрле пайлатпăр», — терĕç вĕсем.

Ирина Филиппова (хĕр чухнехи хушамачĕ — Калашникова) ялти шкулта вĕреннĕ чухнех шут ĕçне кăмăлланă, пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. «Аслисемпе пĕр танах пайсем çинче çум çумланă, хăмла татнă тата ытти ĕçсене пурнăçланă. Атте-анне ачаранах çĕр ĕçне хăнăхтарнă», — аса илчĕ Ирина Васильевна. Вăл Шупашкарти экономикăпа технологи техникумне пĕтерсен тăван колхоза таврăннă, бухгалтерта ĕçленĕ. Куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илнĕ. Виçĕ ача амăшĕ ĕçре те, килте те вăр-вар, пур çĕре те ĕлкĕрет. «Выльăх-чĕрлĕх тытмасăр, пахча-çимĕç ÿстермесĕр ялта мĕнле пурăнăн?» — тет вăл. Филипповсен хĕрĕ те, Вероника, амăшĕн çулĕпе кайнă. Вăл — Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультечĕн 3-мĕш курс студенчĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Юля та, шкулта пуçламăш класра вĕренекенскер, ÿссен бухгалтер пулма ĕмĕтленет.

Татьяна Кизюкован çак ĕçри стажĕ — 25 çул ытла. Вунă ачаллă çемьере ÿснĕ вăл. «Пирĕншĕн аттепе анне тĕслĕх вырăнĕнче пулнă, пулаççĕ те. Акă, анне ĕмĕрĕпе ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, ĕç ветеранĕ. Чылай çул пăру пăхнă, дояркăра та тăрăшнă, ĕçе яланах малти вырăна хума вĕрентнĕ», — терĕ Татьяна Моисеевна. Паянхи кун вăл ЯХПКра экономистра тăрăшать. Пур специалистсенчен те отчетсем йышăнать, хуçалăх пурлăхне упрама кирлĕ сĕнÿсем парать.

Ираида Михайлова — шалу тÿлес енĕпе бухгалтер. Вăл ял хуçалăхĕнче 1990 çултанпа тимлет. «Кооперативра ĕçлекенсен шалăвне тăтăшах ÿстеретпĕр. Паянхи кун ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 8900 тенкĕпе танлашать», — терĕ Ираида Ивановна цифрăсемпе паллаштарса. Унăн хĕрĕ Катя та аслă пĕлÿллĕ экономист, Раççей Ял хуçалăх банкĕнче ĕçлет.

— Ял хуçалăхĕнче пĕр ĕç вĕçленсен тепри пуçланать. Паян вăй хуни — пулас тухăç никĕсĕ. Кăçал типĕ çанталăка пула, паллах, акни-лартни нумай пĕтрĕ. Çумăрлă кĕр те тухăçа чакарчĕ. Йывăрлăх çирĕплетет, чăтăмлăрах тăвать, — терĕç шут ĕçченĕсем.

Калаçура вĕсем хăйсен наставникне Галина Дмитриевна Чумаковăна ырăпа асăнчĕç, шут ĕçне тĕплĕн тума вĕрентнĕшĕн тав турĕç.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика