06 ноября 2013 г.
«Асаново» ЯХПК кунран-кун аталанса пынине, ÿсĕмсем аваннине палăртма чăннипех те кăмăллă. Кооператив çулсеренех пысăк тупăшпа ĕçлени те савăнтарать.Тĕслĕхрен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем аван пулнă. Кунта вĕсене вăхăтра минераллă удобренисемпе апатлантарни те витĕм кÿнĕ, паллах. Çавна май, 2012 çулхинчен тухăç пысăк, хуçалăхăн пурлăхпа техника никĕсĕ пуян пулни палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама май панă, парать те.
Асанкассисем — выльăх-чĕрлĕх нумай тытакансем хушшинче. Акă, кăçал хуçалăхра январь—сентябрь уйăхĕсенче 439 пуç мăйракаллă шултра выльăх пулнă. Сĕт сăвассипе те тăрăшуллă вĕсем. Çулталăк пуçланнăранпа кашни ĕнерен вăтамран 5106-шар килограмм сĕт сунă, пĕлтĕр — 4567. Ку вăл районта чи кăтартуллисен шутĕнче. Специалистсем çитменнинчен проблема тумаççĕ кунта. Ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 8900 тенкĕпе танлашать.
Асанкассисем кăçал 9 уйăхра 567 центнер аш-какай туса илнĕ. Çакăнта, паллах, ферма заведующийĕн Петр Никифоровăн тÿпи те пысăк. Ноябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне фермăра 456 пуç мăйракаллă шултра выльăх пулнă. Унта кунсерен Людмила Чижикова, Наталья Белова, Вера Яковлева, Марина Пробкина, Елена Иванова, Лариса Козлова дояркăсем, вĕсене пулăшакан Ираида Белова ĕне сăваççĕ. Пăру пăхакансене те ятранах калас килет. Вĕсем — Галина Васильевăпа Надежда Николаева.
Ĕçне чунтан парăннă çынсем ĕçлеççĕ кунта. Акă, Людмила Чижикова дояркăра 30 çула яхăн тăрăшать. Кунсерен вăл 32-шер ĕне сăвать. Хĕрарăм ĕçре яланах маттур та ырă кăмăллă пулнине ĕçтешĕсем те çирĕплетеççĕ.
Елена Калашникова ветеринар пирки те ырăпа кăна калаççĕ Асанкассисем. Вăл кунне-çĕрне пăхмасăр яланах выльăхсем патне васкать. «Фермăри выльăх-чĕрлĕхе кăна мар, уйрăм хуçалăхсене те вăхăтра пулăшупа çитет. Ĕçне чунтан юратакан çын», — теççĕ ял-йышра Елена Васильевна пирки. Çĕрле те киле килсе вăратаççĕ ăна. Хĕрарăм нихăçан та сĕнÿ-канашсăр, кирлĕ пулăшу памасăр килекене кăмăлсăр кăларса ямасть. Унăн çакăнти ĕç стажĕ — 23 çул.
«Ял хуçалăхĕнче лару-тăру епле?» — ыйтрăм хуçалăх ертÿçинчен.
«Выльăх апачĕ кунран-кун хакланса пырать. Çавăнпа та тăкакăн пĕр пайне саплаштарма тата ăратлă ĕне выльăх туянма федераципе республика хыснинчен субсиди параççĕ. Патшалăх кредит процентне тÿлесе татма пулăшать. Çакăншăн ЧР Ял хуçалăх министерствине тав тăватăп. Ертÿçĕсен пĕр вырăнта тăмалла мар — вĕçĕмсĕр малалла ăнтăлмалла. Опытпа паллашма ытти регионсене çитсе курмалла, кирек мĕнле хуçалăхран та вĕренмелли пурах», — терĕ тăватă çул ытла председатель тилхепине тытакан Александр Бахтеров.
— Ĕçре пурте маттур. Лайăххисенчен те лайăххисем пулаççĕ. Акă, 28-шар çул ытла склад заведующийĕнче тата механизаторта тăрăшакан Николай Дмитриевич Портновпа Анатолий Захарович Салаев, 15 çул механизаторта çанă тавăрса ĕçлекен Валерий Павлович Катмаков тата ыттисем уйрăмах пултаруллă. Çавăн пек çынсем çинче хуçалăх тытăнса тăрать те ĕнтĕ, — терĕ вăл. «Восток» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем — 10 уйăх кăтартăвĕсене илес тĕк — кăçалхи уява лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Вĕсем 1222 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илнĕ. Гектарăн вăтам тухăçĕ 17,6 центнерпа танлашнă. Çанталăкăн начар условийĕсене çĕнтерсе 40 гектар çинче 395 тонна «иккĕмĕш çăкăра» лартса туса илнĕ (вăтам тухăçĕ — пĕр гектартан 141 центнер). Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне сĕт сăвассипе вĕсен кăтартăвĕ лайăх — 479 центнер. Ĕне шутне ÿстерсех пыма тăрăшаççĕ «Востокра». Паянхи кун вĕсен шучĕ — 220. Çывăх кунсенче тепĕр темиçе ĕне хушăнмалла.
Хуçалăхсенче рабочисем тăрăшса ĕçленинче, паллах, бригадирсен тÿпи курăмлă. Кунти пĕрремĕшпе иккĕмĕш бригадăсен бригадирĕсем Светлана Белковăпа Николай Андреев пирки ăшă сăмахсем илтме пулать. «Маттур, яваплă», — теççĕ ĕçтешĕсем вĕсем çинчен. Николай Степанович бригадирта 10 çул ытла тимлет. Специалистсем çитменнипе вăлах — склад заведующийĕ те. Светлана Викентьевна вара хуçалăхра чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçлет, шаннă ĕçе çÿлти шайра пурнăçлать. «Бригадăри рабочисене кăна мар, тивĕçлĕ канурисене те çĕр улми, ытти пахча çимĕç пуçтарма пулăшнăшăн пысăк тав», — терĕç хăйсен ĕçĕсене чунтан парăннă бригадирсем.
«Ял пĕтмесен чăваш пĕтмест», — теççĕ халăхра. Хуçалăхсенче хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа тăвакан çынсем пурри пире малашлăха шанчăклăн пăхма май парать. Ял хуçалăх ĕçченĕн ĕçĕ чăн- нипех те пархатарлă-çке. Çавăнпа та эпир вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"