14 августа 2013 г.
Районти ял хуçалăх кооперативĕсенче пикенсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, çитĕнтернĕ тыр-пула пуçтараççĕ. Ял ĕçченĕ ир тăрсан ĕçе пуçăнать те, мĕн каçченех ура çинче. «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕ — районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан, ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсенчен пĕри. Ахальтен мар, тăрăшуллă та маттур ĕçленĕрен, кашни çулах «Агро-100» клуб йышне лекет хуçалăх. «Паянхи куна кооператив тупăшлă ĕçлет, ĕç кал-кал пырать. Ĕçченсене шалупа вăхăтра тивĕçтеретпĕр. Кирлĕ техникăна та хамăр вăйпах туянатпăр. Çитес çул çĕнĕ комбайн туянас шанăçпа ĕçлетпĕр. Кредит илсе курман», — тет хуçалăх ертÿçи Александр Николаевич Бахтеров.
Ял хуçалăх кооперативĕнче кăçал та тыр-пул япăх мар çитĕннĕ, тухăçпа савăнма пулать. Паянхи куна «Асановăра» 65 гектар çинчи урпана çапса тĕшĕленĕ, 381 тонна пуçтарса кĕртнĕ. 150 гектар кĕрхи тулла çулнă, 280 тонна çапса тĕшĕленĕ, вăтамран кашни гектартан 18,7 центнер тухăç илнĕ. Вырмалли лаптăк та чылай-ха. Уйра 3 комбайн тăрăшать. Механизаторсем вырмана пахалăхлă та вăхăтра вĕçлес тесе тăрăшаççĕ. Пĕр самант та пушă лармаççĕ комбайнерсем, хăйсен хир карапĕсене чăхăмласан çийĕнчех тÿрлетеççĕ те шав малалла ĕçлеççĕ. Анатолий Захарович Салаев, Владимир Яковлевич Кузьмин, Анатолий Михайлович Чижиков комбайнерсем ĕçре маттур, вĕсем кашни çул вырмана хутшăнаççĕ. Бункерти тырра Анатолий Николаевич Никифоров ГАЗ-53 автомобильпе, Василий Семенович Максимов ЗИЛпа турттарса тăраççĕ.
«Асаново» хуçалăхра паянхи куна выльăх-чĕрлĕх валли 500 тонна утă, 1200 тонна сенаж хатĕрленĕ. Силос хывма 30 гектар кукуруза çитĕнтереççĕ. Кĕрхи культурăсене акса хăварма çĕнĕ вăрлăх туяннă, çĕр хатĕрлес ĕç пырать.
Йĕтĕм çинче те вăр-вар тăрăшаççĕ, ĕçе кунта икĕ сменăпах йĕркеленĕ. Кÿрсе килнĕ тырра çийĕнчех аллаççĕ, вăрлăха хумаллине пÿлмесене кĕртеççĕ. И.Белова, Н.Карсунова, В.Демьянова ĕçченсем, Г.Хамбикова весовщик, Л.Павлов водитель килĕштерсе ĕçлеççĕ. Г.Пикеев йĕтем заведующийĕ ĕçе кăлтăксăр йĕркелесе пыма тăрăшать.
Ĕçченсене кашни кунах хуçалăх столовăйĕнче е хиртех апатлантараççĕ. Надежда Максимова заведующи, Роза Калашникова, Надежда Калашникова поварсем хуçалăхра тăрăшакансене тутлă апат çитерме яланах хавас.
Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлани, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени ÿсĕмлĕ ĕçлеме май парать.
А.ВЛАДИМИРОВА.
Источник: "Каçал Ен"