Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те, канура та маттур

03 июля 2013 г.

Июнĕн 28—29-мĕшĕсенче Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн территорийĕнче Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕ республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕн тата муниципаллă служащисен пуçлăхĕн кунне ирттернĕ. Унта Комсомольски район администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăннă.

Ĕçченсем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ. Сăмахран, вĕсем виçĕ енлĕ кĕрешÿре: 50 метра ишсе, 300 метра чупса, автомашинăпа тĕрлĕ фигурăсем туса пынă çĕртех ÿкекен мишеньсене перессипе ăмăртнă. Пирĕн район команди (О.Абросимов, О.Андреева, Ю.Лукиянов) çак конкурсра пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. «Паттăр пуçлăх» конкурсра хапха урлă кире пуканĕ ывăтса, хăйăр тултарнă михĕпе ларса-тăрса, тиевлĕ лава вырăнтан вăхăтпа куçарса вăй виçнĕ.

Çавăн пекех район-хула администрацийĕсен тата ял тăрăхĕсен командисем волейболла тата пляж, мини футбол выляса ăмăртнă. Пляж волейболĕнче О.Абросимов, А.Кузьмин, Н.Карпов иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмен.

«Хресчен кил-картишĕ» конкурсра та ĕçченсем пултарулăхпа палăрнă.

«Сывлăм типиччен çул та çул» конкурсра район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев çавапа хăвăрт ĕçлес енĕпе виççĕмĕш пулнă.

Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассишĕн нумай тăрăшнăшăн Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхне Геннадий Егорович Ефремова Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн Хисеп хучĕпе чысланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика