Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанкасси мухтавлă ывăлне чысларĕ

15 июня 2013 г.

Чăваш халăх писателĕн Денис Гордеевăн пултарулăхĕ нумай енлĕ: вăл сăвăç, публицист, теле-хаçат журналисчĕ, куçаруçă, прозаик — калав, хайлав, роман ăсти. Ку тарана унăн çÿлĕкĕ çинче пичетленнĕ виçĕ роман, вăтăр ытла повесть, ик çĕре яхăн калав, новелла, сăвă кĕнеки, ик çĕр юмореска тата шучĕ çук публицистика ĕçĕсем тăраççĕ.

Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче паллă çыравçă 75 çул тултарчĕ. Сумлă юбилее халалласа Асанкассисем ялти культура çуртĕнче иртнĕ кунсенче ентешĕн пултарулăх каçне йĕркелерĕç. Денис Викторовичпа тĕл пулма çак каç ватти те, вĕтти те клуба васкарĕ. Культура ĕçченĕсемпе Асанкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем ятарласа хатĕрленĕ концерт программине Гордеевсем тулли кăмăлпа пăхрĕç. Çапла-çапла, писатель хăйĕн çуралнă кĕтесне хĕрĕсемпе Аленăпа тата Светланăпа, ывăлĕпе Артурпа, Денис мăнукĕпе килсе çитнĕ. Пушă алăпа килмен хăнасем, Светлана Денисовна (вăл ашшĕ çулĕпе кайнă, поэт, çыравçă) хăйĕн сăвă кĕнекисене ялти тата районти библиотекăсене парнелерĕ. В.Станьялпа Н.Камышова çырнă «Чăваш халăх çыравçи Денис Гордеев» кĕнеке те хăйĕн вырăнне çÿлĕксем çинче тупĕ.

Денис Гордеева юбилей ячĕпе Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов, Асанкасси вăтам шкулĕн директорĕ Елена Яндрова, «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина, районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Елена Савельевăпа Валентина Боровкова, ял çыннисем салам сăмахĕсем каларĕç. Малашне те пултарулăх лаççинче хастар ĕçлеме, вулакансене çĕнĕ произведенисемпе савăнтарма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Хăйне çапла чыс-хисеп туни чăваш халăх писательне пĕрре хумхантарчĕ, тепре савăнтарчĕ. «Тавах, ырă çыннăмăрсем, мана çапла сумланăшăн, пултарулăхăма пысăка хурса хакланăшăн. Турă упраса усратăр сире, сывлăхпа, ăнăçупа пурăнăр», — пил пекех янăрарĕç ентешĕмĕрĕн сăмахĕсем.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика