24 апреля 2013 г.
Асанкасси вăтам шкулĕнче çулсеренех ака уйăхĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрнине ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа çак кĕске тапхăрта тумалли ĕçсен планĕ кăсăклă тата пуян. Эрнен пĕрремĕш кунне шкул ачисем линейкăна пуçтарăнса литература композицийĕпе паллашрĕç. Вун пĕрмĕш класра вĕренекен Настя Козлова, Мария Михайлова Патриархăмăр кун-çулĕпе паллаштарчĕç. Çиччĕмĕшсем вара тăван чĕлхемĕр çинчен тĕрлĕ поэтсен илемлĕ сăввисене шăрантарма пултарни палăрчĕ. Тăхтавсем вăхăтĕнче çамрăк вулавçăсем И.Я.Яковлев çинчен хатĕрленĕ кĕнекесен куравне тишкерчĕç, хăйсем кăмăл тунисене суйласа илчĕç.
Уроксем хыççăн 5, 7-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем Л.А. Катмакова, И.А.Долгова вĕрентекенсемпе Йĕпреç поселокне çитсе курчĕç. Кунти музей вĕсене питĕ килĕшрĕ. Аваллăх тĕн-чинче пăхса тĕлĕнмелли чăннипех те чылай. Çиччĕмĕшсем ытларикун районти «Çĕр тата çынсем» музейре пулса аваллăх темипе малалла паллашрĕç. Класс ертÿçи Г.Н.Чумакова тата экскурсовод каласа панинче нумай çĕнĕлĕх, кăсăклăх пулчĕ. «Çĕр хут илтиччен пĕр хут хамăр куçпа курнине нимĕн те çитмест иккен. Чăн-чăн аваллăхра пултăмăр», — теççĕ ачасем кăмăллăн.
Чăваш чĕлхи эрнинче шкулти икĕ педагог тата 13 вĕренекен ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре — «Пĕтĕм чăваш диктантне» çырса пăхас текенсен ушкăнĕнче. Заявка панă хыççăн тăрăшсах тĕрĕс çырмалли правилăсене аса илес енĕпе ĕçе пикенчĕç.
Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать.
Е.ЯНДРОВА.
Источник: "Каçал Ен"