Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннесем – хăнара

28 ноября 2012 г.

Анне кунĕ — чи çутă та ăшă уявсенчен пĕри. Çавăнпа та вăл Асанкасси вăтам шкулĕнче йăлана кĕнĕ праçник шутланать. Иртнĕ эрнере çак куна халалласа чылай мероприяти иртрĕ шкулта. Эрнен иккĕмĕш çурринче кашни кунах аннесене хамăрăн шкулăмăрта куртăмăр.

Пĕрремĕш класра вĕренекенсем те амăшĕсене уява чĕнме манмарĕç. Çак куна ачасем чылай хатĕрленчĕç: парнесем турĕç, юратнă амăшĕсен сăнне ÿкерчĕç. Уяв программи те анлă пулчĕ. Ачасем хăйсен çывăх çыннисене сăвăсемпе, юрă-ташăпа, юмахсемпе савăнтарчĕç. Уйрăмах куракансене «Пĕлĕт», «Вăрманти юрă», ташăсем кăмăлне кайрĕç. Вĕсем чылайччен алă çупса тав турĕç.

Пухăннисене Ксюша Суюковăпа Ирина Иванова «Не детское время» ташшипе, Маша Чумакова, Софья Терентьева тата Ирина Копташкина «Урокра», «Чебурашка» юррисемпе савăк кăмăл парнелерĕç. Хăйсен ачисен пултарулăхĕнчен амăшĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Курса ларакансенчен чылайĕшĕн куçĕсем шывланчĕç.

Ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ Г.Н.Чумакова ăшă тата савăк кăмăл парнеленĕшĕн тав турĕ, малалла та ĕçлеме чăтăмлăх, ăнăçу сунчĕ. Çапла пултăрччĕ, аннесем! Шкул тата çемье килĕштерсе ĕçлесен çеç ачасене тĕрĕс воспитани пама пултаратпăр эпир.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика