Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене хисеплесе

03 октября 2012 г.

Юпан 1-мĕшĕнче Асанкасси вăтам шкулĕн акт залне чылай çул ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем хăйсен уявне пуçтарăнчĕç. Çак куна вĕсем ахальтен кĕтмеççĕ. Пĕр-пĕрне курса калаçни мĕне тăрать. Сÿтсе явмалли те сахал мар иккен.

Ватăсене хисеплесе, сума суса уяв ирттерессине «Асаново» ЯХПК ертÿçи Александр Бахтеров, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Карпов пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку ырă йăлана тытса пынишĕн ял çыннисем питĕ кăмăллă.

Паянхи кун та кооперативра вăй хуракансене — Лев Павлов, Василий Белков, Тамара Петухова пенсионерсене — Александр Бахтеров премипе хавхалантарчĕ. Уява пуçтарăннисене пурне те ăшшăн тав турĕ.

Асанкассисене уяв ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ М. Афанасьев килсе çитни ватăсене тата та хăпартлантарчĕ. Михаил Романович район ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, хальхи вăхăтри тĕллевлĕ программăсемпе ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕсене илсе кăтартрĕ. Аслă ăрурисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене те хускатрĕç.

Уявра ялти культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ савăк кăмăл парнелерĕ. Елена Маштанова, Римма Горбунова, Таня Белова тата ыттисем шăрантаракан юрă-кĕвĕ чуна тыткăнларĕ. Ушкăнпа сĕтел хушшине ларса ватăсем тутлă апат-çимĕçпе хăналаннă май калаçăва малалла тăсрĕç. Хăйсене çапла хисепленишĕн чунтан савăнчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика