Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул пурнăçĕн кăткăслăхĕсем

15 сентября 2012 г.

Саманан кашни тапхăрĕ хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Сисмерĕмĕр те — 21-мĕш ĕмĕр çыннисем пулса тăнăранпа пĕр теçетке ытла çул иртсе кайрĕ. Пурнăç условийĕсем питĕ хăвăрт улшăнса пынăн туйăнчĕç. Анчахрах компьютер умне ларса ĕçлеме хăнăхса пытăмăр. Кĕсье телефонĕ туянса пĕрремĕш хут алла тытни те асрах. Паян унсăрăн пĕр кун иртмест. Çăмăл машинăсем кирек ăçта та кăткăсем евĕр кĕшĕлтетеççĕ — руль тытса пыракан хĕрсене курсан тĕлĕнме пăрахрăмăр. Чăнах та, çакăн пек кĕске хушăра çав тери нумай çĕнĕлĕх пирĕн пурнăçа вирхĕнсе кĕчĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн çынсем те улшăнчĕç. Те чĕресем чулланса хытса пыраççĕ, те курайманлăхпа ăмсанулăх канăç памасть — туслăх, тăванлăх, кÿршĕлĕх тымарĕсем татăлса хăрма пикенни сисĕнет. Никам та мар, эпĕ кăна ăслă, маттур тесшĕн чылайăшĕ. Ачасемшĕн, çамрăксемшĕн халь ытларах пуçтахсем, сĕмсĕрсем, вăрă-хурахсем идеал вырăнне пулса тăчĕç. Ĕç — пурнăç илемĕ тени пăрахăçа тухса пынăн туйăнать. Чунтан юратса, парăнса вăй хуни мар, ытларах укçа ыйтăвĕ малти вырăна тухать..

Кăна эпĕ ахальтен çырмастăп-ха. Ял шкулĕн директорĕнче пĕр çул ĕçлесе пăхнă хыççăн çак пĕтĕмлетÿсем çуралчĕç. Вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшас текен çамрăксем пачах çук пулас. Пысăкки вăл пĕчĕккинчен пуçланать. Тÿрех шалупа илĕртейместпĕр çав анчахрах алла диплом илнĕ педагогсене. Ку кăна мар-ха, çамрăк ăрупа ĕçлеме кунран-кун кăткăсланса пырать. Килте ашшĕ-амăшне итлемен ача шкулта урокра учителе, юлташĕсене ăçтан хисепе хутăр.

Çамрăк специалиста ĕçлеме чăннипех те кансĕр. Пĕлÿ çуртĕнче вăй хурас тесе пынисем те вара ирĕксĕрех пăрахса кайма пуçлаççĕ. Кăна эпĕ хула шкулĕнче пĕрре çеç мар асăрханă.

Ял ачисем пур пĕрех урăхларах: вĕсем вăтанма та пĕлеççĕ, сăпайлăха та çухатман. Анчах педагогсем — ытларах аслă ÿсĕмрисем. Паллах, ача-пăчапа яланах çамрăк пек пулмалла. Тивĕçлĕ канăва тухнă учителĕн ĕçлес вăй-халĕпе туртăмĕ, кирек мĕн каласан та, тивĕçлĕ шайра тееймĕн. Апла пулин те хальлĕхе, кадрсем çитмен вăхăтра, вĕсемсĕр май та çук. Тен, малашне ку енĕпе лару-тăру лайăх енне улшăнĕ.

Ачасене тарăн та çирĕп пĕлÿ илме пур май та туса панă, анчах темшĕн хăшĕ-пĕрин вĕренес кăмăл питĕ пĕчĕк. Тата ашшĕ-амăшĕ пепкине парнесемпе илĕртсе вĕрентесшĕн. Пĕр-пĕр ĕçшĕн те ачана сана мĕн кирлине илсе паратпăр тесе хавхалантараççĕ. Кун пек туни яланах тĕрĕс тесе калас килмест.

Хальхи вăхăтра хута каякан шкул çурчĕсем паянхи кун ыйтнине пĕтĕмĕшлех тивĕçтереççĕ: спорт залĕсем, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсемпе çăвăнмаллисем, шалти туалетсем, вĕренÿ пÿлĕмĕсенчи кранран юхакан сивĕпе вĕри шыв пурри пирки пурте мухтанаймастпăр çав. Иртнĕ ĕмĕрте купаланă пĕлÿ çурчĕсенче, проектра палăртнине пăхмасăрах, кун пек ырлăхсене туса хăварасси çинчен питех шутламан. Халĕ вара, 2010 çулта çирĕплетнĕ санитарипе эпидемиологин çĕнĕ правилисемпе нормисем тăрăх, çаксем пурте пулмалла. Хăй вăхăтĕнче туса çитерейменнине халĕ мĕнпе вăй çитермелле-ши. Ыйтнине пурнăçлаймасан штраф тÿлемелле пуласса кĕтсех тăма тивет. Çакăн пек йывăр лару-тăрăва лексе нушаланакан шкул директорĕсем сахал мар. Спонсорсем те шырама ÿркенместпĕр. Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шкулсене сăрласа илемлетрĕмĕр, мĕн юсамаллине майлаштартăмăр. Акă, сăмахран, Асанкасси вăтам шкулĕнче картишĕнчи туалетсене çитме 50 метр ытла тротуар сартăмăр, Шупашкар хулинчи Сергей Рукавишников предприниматель спонсор шучĕпе 13 пин тенкĕ укçа уйăрни пире питĕ пулăшрĕ. Çак шутранах столовăйра савăт-сапана çĕнетесшĕн. Мускавра «Стройрегистр» организацире цех начальникĕнче тăрăшакан хамăр ял çынни Сергей Михайлов 30 пин тенкĕ панипе 9 компьютер сĕтелĕ заказпа тутартăмăр, 32 килограмм пурă (мел) хатĕрлерĕмĕр.

Калама çук пысăк пулăшу ку пирĕншĕн. «Асаново» ЯХПК ертÿçи Александр Бахтеров шыв уçлама насус, Сергей Яндров студент-заочник принтер валли картридж туянса пачĕç. Виталий Козлов та шкул нушине аванах ăнланать. Мускавра электрикра ĕçлекенскер, 34 лампочка классем валли илсе килчĕ.

Шкулта садик пур пирĕн. Икĕ ушкăна 29 ача çÿрет. Урамра уçăлса çÿреме тунă площадкăн урайне сарма вăй-хал çитерейменнине пĕлтерсен ашшĕ-амăшĕ ку яваплă ĕçе хăй çине илчĕ. Халĕ пирĕн тутлă шăршăллă çĕнĕ хăма урай ачасене хăй çинче ташлаттарать, выляттарать. Çакăн пек пĕрле ĕçлесен кăмăл çĕкленет, вăй-хал хутшăнать. Сăмах май каласан, модернизаципе килнĕ тĕллевлĕ укçаран 51 пин тенкĕлĕх спорт хатĕрĕ туянтăмăр. 40811 тенкĕлĕх учебниксем, музыка урокĕсем валли 2940 тенкĕлĕх дисксем килсе çитни те питĕ хавхалантарать. Çапла вара шкул коллективĕ чăрмавсене пăхмасăр, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнма тăрăшать. Ачасен ашшĕ-амăшĕ юнашар тăрса пирĕнпе алла-аллăн ĕçлени уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пулăшу паракансене пурне те чунтан тухакан ырă сăмахсемпе тав тăватпăр. Пĕрлĕхре — вăй тесе ахальтен каламан çав.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика