Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри - çĕнтерÿпе, тепри – хавхаланупа

12 мая 2012 г.

Çамрăк чăваш çыравçисен И.Я.Яковлева тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Букварьтен — илемлĕ литературăна çити» 15-мĕш республика конкурсĕн иккĕмĕш тапхăрне пирĕн районтан икĕ ача хутшăнчĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Маша Сапожникова поэзи секцийĕнче пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ. Унăн тăван тавралăх илемĕ, тус-юлташ темисене хускатнă сăввисене сумлă жюри членĕсем — чăвашсен паллă çыравçисем Георгий Краснов, Светлана Асамат, Нина Пăрчăкан, Василий Кервен — пысăка хурса хаклани çамрăк авторăн ертÿçине те, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Надежда Георгиевна Боровковăна, çунат хушрĕ.

Асанкасси вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче пĕлÿ пухакан Ксения Белова та хăй ÿсĕмĕнчи çамрăк прозаиксемпе ăсталăхпа пултарулăх енчен ăмăртрĕ. «Пурнăç — илемлĕ» тесе ят панă калавĕнче паянхи çемьери çивĕч ыйтусене çутатма тăрăшни аванах палăрчĕ унăн.

Хĕр ачасем Шупашкартан пĕри пысăк çĕнтерÿпе, тепри иксĕлми хавхаланупа таврăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çамрăк çыравçăсем малашне те паха хайлавсем шăрçалас тĕллевлĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика