Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш пулсан та кăлтăксăр

04 апреля 2012 г.

Районти шкулсенче çулсерен тĕрлĕ предметпа фестивальсем ирттересси ырă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çак пархатарлă пуçарура физиксем пĕрремĕшсенчен пĕрисем пулса тăчĕç. Утăм хыççăн утăм туса, ытти предметниксем те лава вырăнтан хускатнине ырламалли çеç юлать.

Хальхи вăхăтра кун йышши мероприятисем ирттересси çĕнĕлĕх пулма пăрахрĕ пулин те, асанкассисем хăйсем патне хăнана тăван ен культури вĕрентекенĕсем пуçтарăнасса пĕлсен канăçа çухатрĕç. Ытларах çак яваплă ĕçĕн пысăк пайĕ Л.А. Катмакова педагог çине тиенчĕ. Ун тăрăшулăхĕпе пуçарулăхне пула мĕн палăртнине вăхăтра туса çитерме май килчĕ, хăнасем валли уявăн пуян та кăткăс программи, шкулпа паллаштаракан буклетсем, уçă уроксем ирттерме классенче кирлĕ хатĕрсене майлаштарни тата ытти те.

Фестивале килсе çитнĕ 20 вĕрентекен Асанкасси вăтам шкулĕнче нумай çĕнĕлĕхпе паллашрĕ. Ĕçтешĕсен паха опычĕ уйрăмах тăван ен культури урокĕсене анчахрах ертсе пыма пуçланисемшĕн вырăнлă пулчĕ.

Ку предмет 1992 çулта пĕрремĕш хут вĕренÿ программинче курăнчĕ, анчах хăш-пĕр шкулта унăн сехечĕсене кирлĕ пек тивĕçлĕ шайра илсе пырайманнине асăрхама пулатчĕ. КРК урокĕсенче ĕçлеме, вĕренме учебниксем çуккипе чăрмавсем чылайччĕ. Учителĕсем те улшăнсах тăратчĕç — шкулта хăш педагогăн сехет çитмен, çавна паратчĕç. Çапла майпа тăван ен культурин урокĕсем хăйне май «саплăк» вырăнĕнчеччĕ. Паллах, татса памалли çивĕч ыйтусем паян çук тесе калаймастпăр. Фестивале пухăннисем хăйсене пăшăрхантараканнине, хумхантараканнине, чун ыратăвне хускатма, вĕсене сÿтсе явма вăхăта шеллемерĕç.

Тăван ен культури предметне вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи А.В. Лукина (Шурут вăтам шкулĕ) çине тăнипе çак предметпа та фестиваль йĕркелес шухăша ыттисем хапăлласа йышăнчĕç. Хырхĕрри тĕп, Çĕнĕ Мăрат тата Комсомольски пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулĕсенче ку енĕпе чылайранпа вăй хуракан Г.А.Белкова, З.В.Бархонова, В.Г.Гордеев педагогсем — ыттисемшĕн наставниксем. Вĕсем урок ирттерессипе çеç мар, кăтарту хатĕрĕсем тăвассипе те тимлеççĕ. Владимир Геннадьевичăн нумаях пулмасть «Комсомольски районĕ тата унăн çыннисем» ятпа пособи пичетленсе тухрĕ. Çак кĕнеке пуриншĕн те питĕ кирлĕ пулни каламасăрах паллă.

Фестиваль вăхăтĕнчи уçă уроксене Владимир Геннадьевич Гордеев «Каçал тăрăхĕн паллă çыннисем», Александра Васильевна Лукина «Чăваш халăх менталитечĕ», Людмила Алексеевна Катмакова «Чăваш Енри спорт», Лариса Николаевна Яковлева (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ) «Чăваш чĕлхин малтанхи ăсчахĕсем», Вера Васильевна Петрова (Нĕркеç вăтам шкулĕ) «Салтака ăсатни», Надежда Георгиевна Боровкова (Комсомольски 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулĕ) «Кĕпе-йĕм» темăсемпе ирттерни пурне те килĕшрĕ. Комисси вĕсен пултарулăхне, ăсталăхне дипломсемпе чысларĕ.

Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн методисчĕ Валентина Геннадьевна Петрова фестивале хутшăннисене тата Асанкасси шкул администрацине ăшă сăмахсемпе тав турĕ.

Пĕрремĕш хут пулсан та тăван ен культурине вĕрентекенсен пирвайхи фестивалĕ пĕр кăлтăксăр иртнишĕн пурте кăмăллă пулчĕç. Хăнасем 6—7-мĕш классен ачисен фольклор ушкăнĕн (ертÿçи Н.М. Чапрасова) концертне те хапăлласа йышăнчĕç, тăвăллăн алă çупса çамрăк артистсене тав турĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика