Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанкассисем пур енчен те пултаруллă

29 февраля 2012 г.

Иртнĕ эрнере Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне палăртса Асанкасси вăтам шкулĕнче Гурий Назарович Рипанов летчик испытателе асăнса волейбол турнирĕ иртрĕ. Паттăр ентешĕмĕре халалланă çак спорт уявĕ кăçалхипе 11-мĕш хут пулчĕ.

Тукай Мишер, Аслă Чурачăк, Хырай Ĕнел, Тăманлă Выçли шкулĕсенчен килнĕ хастар каччăсем волейбол вăййине чăннипех те ăста выляни курăнчĕ. Командăсем пĕринчен тепри маттур. Çĕнтерÿçĕ ятне вара Тукай Мишер спортсменĕсем тивĕçрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене асанкассисемпе аслăчурачăксем йышăнма пултарчĕç. Мала тухнисене Асанкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Карпов, «Асаново» ЯХПК ертÿçи Александр Бахтеров, шкулти физкультура учителĕ Геннадий Петухов ăшшăн саламларĕç, грамотăсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Шкул ачисем çеç мар, çак кун ял çамрăкĕсемпе «Асаново» ЯХПК ĕçченĕсем те хоккейла выляса вăй виçрĕç. Ăмăртăва малтанах пурте тăрăшса хатĕрленнине каток çинче коньки, клюшка, шайба сасси кашни кун илтĕнсе тăни кăтартса пачĕ.

Хоккеистсен шутĕнче поселени пуçлăхĕпе ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи пулни ыттисене тата та хавхалантарчĕ. Аякрах мар кăвайт çинче пиçнĕ пысăк хуранти тутлă какай шÿрпи хоккейла вылякансене, куракансене хăй патнелле чĕнсе сăмсана кăтăклантарчĕ.

Туслă тĕл пулу Асанкасси арĕсемпе каччисемшĕн çĕнтерÿшĕн мар, ытларах сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, кăмăла çĕклес, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулас тĕллевлĕ пулчĕ. Паянхи шкул ачисем — ыранхи салтаксем, çĕр-шыв хÿтĕлевçисем.

Вĕсем спортпа туслашнине, çирĕп сывлăхлă пулма тăрăшнине пирĕн, аслисен, мухтаса ырламалла çеç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика