Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2012» старта чĕнчĕ

15 февраля 2012 г.

Мĕн авалтанпах çынсем хăйсен сывлăхне упрама тăрăшаççĕ, вăй-хăватне, тÿсĕмлĕхне ÿстереççĕ. Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче пур çĕрте те «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2012» иртрĕ. Витĕр касакан сивĕ çил те йĕлтĕрçĕсемшĕн чăрмав пулмарĕ. Ватти те, вĕтти те хĕллехи спорт уявне хутшăнмасăр юласшăн пулмарĕç. Уйрăмах шкул ачисемпе вĕрентекенсем хастар пулчĕç. Пурин те пичĕсем çинче кулă палăрчĕ, пит çăмартисем пан улми пек хĕп-хĕрлĕ, куçĕсем çиçрĕç.

Уява физкультура учителĕ Геннадий Петухов уçрĕ. Шкул директорĕ Елена Яндрова малалла сăмах илнĕ май, уяв сывлăха çирĕплетмелли чи лайăх мел пулнине палăртса хăварчĕ те старта тухрĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Карпов: «Йĕлтĕр йĕрĕ — сывлăх, илемлĕх, кăмăл-сипет уявĕ. Çак уява çулран çул мĕн чухлĕ халăх хутшăнать, çавăн чухлĕ сывă çын пулать пирĕн тăрăхра. Хĕллехи вăрман та хăйĕн илемĕпе тыткăна илет»,— тесе хăй тĕслĕх кăтартрĕ. Çемьепе хутшăнакансем те пулчĕç: Чумаковсем, Бурмаковсем, Даниловсем, Карповсем, Копташкинсем тата ыттисем те.

Хаваслă уяв чылай çынна савăк кăмăл парнелерĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика