Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрÿ тапхăрта

15 февраля 2012 г.

Пирĕн çĕр-шывшăн халĕ чăннипех те хĕрÿллĕ тапхăр. Çул çитнĕ кашни çыннăнах Конституци панă ирĕкпе пĕлсе усă курмалла — мартăн 4-мĕшĕнче суйлава хутшăнса Россия Федерацийĕн Президенчĕ пулма тивĕç кандидатурăшăн сасăламалла. Асанкассинче пурăнакансем граждансен пухăвĕнче кун пирки чылай калаçрĕç. Чи малтанах вара ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Карпов, культура ĕçченĕ Елена Маштанова тата модельлĕ библиотека заведующийĕ Надежда Козлова 2011 çулта тунă ĕçсем пирки отчетсем итлерĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Ĕçлĕ тĕл пулăва район администрацийĕн представителĕсем И.А.Никитина, С.Г.Ульдина, В.Н.Курицына, Пенси фончĕн специалисчĕ И.Г.Белобаева хутшăнса тухса калаçрĕç.

Пухăва пуçтарăннисене савăк юрă-кĕвĕпе ялти культура çурчĕн тата шкул ачисен пултарулăх ушкăнĕсем савăнтарчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика