Асановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кал-кал пырать

20 июля 2011 г.

«Асаново» ЯХПК уй-хирне тухсан чун хĕпĕртет. Вĕçĕ-хĕрри курăнман тырă пуссисем, нумай çул ÿсекен курăк анисем çине куç илмесĕр пăхас килет. Ферма çывăхĕнчи выльăх кăшманĕ пысăк тухăçлă пулас шанăç пур: çум курăксăр та тÿп-тÿрĕ йăрансем лăстăр çулçăсемпе хупланнă.

Асфальт çулпа симĕс масса тиенĕ машинăсем вĕçĕмсĕр чупаççĕ. Анатолий Волковпа Виталий Миронов çулакан пăрçапа урпа хутăшне Лев Павлов, Василий Максимов, Анатолий Никифоров васкасах сенаж тума турттараççĕ. Галина Хамбикова весовщик каланă тăрăх, вĕсем кунне 30 ытла рейс туса 80-шар тонна вĕтетнĕ ешĕл курăка вырăна илсе çитереççĕ. Ĕçченсен тăрăшулăхне пула хĕле валли паха апата 600 тонна хатĕрленĕ те.

Паян-ыранах иккĕмĕш траншея сенажпа тулмалла. Ферма заведующийĕ Вячеслав Яндров та хĕрÿ тапхăрта яланах ĕçре. Выльăх апачĕ хатĕрлессине тимлĕх нумай уйăрать, механизаторсене кирлĕ сĕнÿ-хушусем парать.

Сенаж хатĕрлекенсене каçхи апат çитерме Надежда Максимова поварпа Владимир Ларионов водитель çитрĕç. Макаронпа тутлă гуляша пурте кăмăлларĕç.

Кооперативра пысăк опытлă водительсемпе механизаторсем вăй хураççĕ. Евгений Пыркин акă 27 çул тăван хуçалăхра тăрăшать.

— Ытти арçынсем пек, Мускава кайса çÿреймерĕм, çапах кулянмастăп. Кунти укçапах мăшăрпа кил-çурт çавăртăмăр. Çемьене мĕн кирлĕ, пурте пур,—тет вăл.

Пултаруллă трактористăн «хурçă учĕ» чăхăмламасăр ĕçлет. Хуçин ылтăн аллисене туятех пуль çав.

Аслисем çамрăксене вĕрентсе пыраççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă Лев Павлов килте алă усса лармасть. Куллен, хăнăхнă йăлапа, уй-хире тухать. Хальтерех çартан таврăннă Александр Максимов ДТ-150 тракторпа сенаж таптать. Каччăн чунĕ ĕçшĕн, тăван еншĕн тунсăхлани сисĕнет. Салтак тумне хывнă-хывман хăйĕн техникине хута ячĕ (çара кайиччен те унпах ĕçленĕ).

Пурте пĕр шухăшлăн, туслăн, пĕр-пĕрне пулăшса вăй хунăран «Асаново» ЯХПКри ĕçсем кал-кал, ăнса пыраççĕ. Хресчен малашлăх çинчен шухăшласа тавралăха каç сĕмĕ çапичченех уй-хирте тăрăшать. Çак вăхăтра ăна ытларах шалу мар, тухăç мĕнле пуласси пăшăрхантарать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика